Паян «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса заявкăсем йышăнмалли юлашки  кун
Çӗнӗ хыпарсем

Паян «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса заявкăсем йышăнмалли юлашки кун

«Сувар» хаçат редакцийӗ пуçарнă «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса хутшăнма заявкăсене октябрӗн 30-мӗшӗччен йышăнатпăр.

Халӗ конкурса хутшăнакансем 5 минутран кая мар, 15 минутран ытла мар кӗске чăвашла кино (видеоролик) ӳкермелле. Темăсем: «Манăн герой», «Манăн тăван тăрăхăн интереслӗ историйӗ», «Шкул историйӗсем», «Манăн çемьери чăваш йăлисем», «Туслăха упрамалла» тата чăваш культурипе çыхăннă харпăр тема. Фильма горизонтальлӗ форматпа ӳкермелле, ИИ-технологисемпе усă курма юрать.

Хатӗр кӗске фильмсене ноябрӗн 30-мӗшӗччен ярса памалла. Жюри ӗçсене ноябрӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 15-мӗшӗччен хак парӗ, çӗнтерӳçӗсене вара январь уйăхӗнче иртекен официаллă церемонире пӗлтеретпӗр.

Конкурса «Сувар» хаçат редакцийӗ «ТАТМЕДИА» АО тата Тутарстан Республикин Вӗрентӳпе наука министерстви тӗрев панипе ирттерет. Тӗп тӗллевӗ — пултарулăх урлă шкул ачисене чăваш чӗлхине юратма, ăна аталантарма вӗрентесси; ачасене чăваш халăхӗн культурин пуянлăхӗпе паллаштарасси; талантлă шкул ачисене тупса палăртасси.


#ЧувашскийШкольныйКинофестиваль

Нет комментариев