Раççейре 2027 çултан профилактика прививкисен наци календарьне çын папилломин вирусӗнчен (ВПЧ) хӳтӗлекен вакцина хушаççӗ.
Çакăн çинчен 2026 çулхи октябрӗн 28 – 29-мӗшӗсенче Мускавра иртекен «Раççей – Африка» саммит шайӗнче РФ сывлӑх сыхлав министрӗ Михаил Мурашко пӗлтерни çинчен çырать «Российская газета». Çитес çултан препаратпа регионсене çителӗклех тивӗçтерӗç.
ВПЧ – анлă сарăлнă инфекци. Ар çыхăнăвӗнчен ернӗ тӗслӗхсем питӗ нумай, анчах чирлӗ çын алшăллипе, хуçалăхри ытти япаласемпе усă курнинчен те папилломăсем «шăтса ларма» пултараççӗ. Çын папилломин вирусӗсем 100 ытла тӗрлӗ пулаççӗ. Вӗсенчен хăшӗсем онкологи чирӗсен тӗп сăлтавӗ пулса тăрас хăрушлăх пысăк. Кун пек чухне профилактика ӗçӗсем чиртен сыхланма май параççӗ. Тӗслӗхе Австрали çӗршывне илме пулть. ВПЧран вакцинаци тума пуçланă пӗрремӗш çӗршыв. Унта çын паппиломин вирусне пула ракпа чирленӗ тӗслӗхсем темиçе хут чакнă.
Раççейре ВПЧран «Цегардекс» тăватă валентлă пӗрремӗш вакцинăн 30 пин дозăран тăракан пӗрремӗш партине 2026 çулхи сентябрь уйăхӗнче кăларнă, çуллталăк вӗçлениччен ку цифрăна 600 пине çитересшӗн.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Нет комментариев