Тӗпелте

Салат – ананаспа

Чăх ашне турамалла та лап тӗплӗ турилкке çине вырнаçтармалла, майонезпа сӗрмелле. Ун çине туранă ананас хумалла.

Ăна та майонезпа сӗрмелле. Малалла теркăпа хырнă çăмарта, унтан сыр сийӗсем хумалла, иккӗшне те майонезпа витмелле. Çиелтен салата мăйăрпа тата петрушка çулçисемпе илемлетмелле. 

Кирлӗ: 200 – 250 г пӗçерсе тӗтӗмленӗ чăх ашӗ, 1 банка (430 г) консервăланă ананас, 4 шăл ыхра, 3 пиçнӗ çăмарта, 150 г сыр, майонез, аçтăрхан мăйăрӗ, петрушка. 


Рецепты кухня

Нет комментариев