Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашӗ умне Çырупа тухать
Çӗнӗ хыпарсем

Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашӗ умне Çырупа тухать

Мероприяти паян, октябрӗн 30-мӗшӗнче 11.00 сехетре Чăваш патшалăх филармонийӗнче иртет, тесе пӗлтерет Чăваш Республикин официаллă порталӗ.

Хӑйӗн сӑмахӗнче Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев регион аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене палӑртакан программа докуменчӗпе паллаштарать. Унта регионăн стратегилле приоритетӗсемпе тӗллевӗсене, пурнăç шайне ӳстерме, инфраструктурăна аталантарма тата экономика вăй-хăватне çирӗплетме кирлӗ мерăсене палăртӗç. Социаллă пурнăçпа экономика политикин тӗп ыйтăвӗсене те сӳтсе явӗç.

Çырăва вуланине  Чăваш Наци телевиденийӗн, «Россия 24», «ЮТВ» телеканалсен тӳрӗ эфирӗнче курма тата Чăваш Наци радиовӗ урлă итлеме пулать.

 


#Чувашия

Нет комментариев