Ярослав Фомин Учӳк пирки кино ӳкерет
Çӗнӗ хыпарсем

Ярослав Фомин Учӳк пирки кино ӳкерет

Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче те пирӗн «Шкул ачисен чăвашла кинофестиваӗ» конкурса хутшăнакансем кино ӳкереççӗ. Паян эпир сире, вулаканăмăрсем, çакăн çинчен тӗплӗнрех каласа парăпăр, авторӗсемпе паллаштарăпăр.

Фото Марии Захаровой. Ярославăн команди тата наставникӗ

«Сувар» йӗркелекен конкурса хутшăнма Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Ярослав Фомин хутшăнма заявка ярса панă. 

Вӗренкенен питӗ кăсăк та кирлӗ тема суйласа илнӗ. «Манăн тăван тăрăхăн интереслӗ историйӗ» темăпа Ярослав тăван ялӗнче çуллен иртекен авалхи тӗнпе пурăнакан чăвашсен Учӳк йăли çинчен каласа парасшăн хăйӗн ӗçӗнче. Вăл çуралнă ялта Христос тӗнне тытса пыракансем авалхи чăваш тӗнне шанакансемпе туслă пурăнаççӗ. Учӳка та пӗрле, туслă ирттереççӗ.

Ярославран «мӗншӗн Учӳке суйласа илтӗн, чăвашсен уявӗсем нумай тата ачасемшӗн Мăнкун кӗтнӗ праçник», – тесе интереслентӗмӗр. Пӗчӗкрен Учӳкре шывпа выляма килӗшнӗ иккен ăна, пурте пухăнса апат пӗçерни те ырăпа асра юлнă. Ватă çынсем йăлана йӗркелесе тытса пыни кăсăк. Кун çинчен фильмра та каласа пама пулчӗ.

Кăçал Ярослав 9-мӗш класран вӗренсе тухать, халӗ пӗрле вӗренекен Дима Генераловпа тăрăшсах патшалăхăн тӗп экзаменне (ОГЭ) хатӗрленеççӗ. Класра вӗсем иккӗнех, киноне те иккӗн ӳкереççӗ Дима техника енчен яваплă – кинооператор та, монтажер та, звукооператор та. 

Ярослав Фомин командинче продюсер, куратор ӗçӗсене 35 çул чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Марина Анатольевна Захарова илсе пырать. Учитель Ярослава пӗрремӗш класранах пӗлет. Ун чухне Марина Захарова кӗçӗн классене вӗрентнӗ. Анчах шкултан чăваш чӗлхипе литературин учителӗ кайсан  ку ӗçе хăй çине илес тенӗ. Шупашкарта ку предметсемпе пӗлӗвне ӳстернӗ.

 Марина Анатольевна Ярослав Фомина кӗçӗн классенченех конкурссене хутшăнма чӗннине аса илчӗ: «Малтан вăл вăтанатчӗ, кайран, ăмăртуран ăмăртăва çӳресе хăнăхрӗ, хăюлланчӗ», – терӗ кăмăллăн. 

Фото Марии Захаровой. Ярослав Фомин: çемье, интересем тата пуласлăх

Ярославпа хăйӗнпе те калаç­рăмăр, çывăхрах паллашрăмăр. Ашшӗпе амăшӗ, Еленăпа Алексей Фоминсем виçӗ ача çуратса ӳстернӗ, виççӗшӗ те арçын ача. Çемье пуçӗ Алексей Викторович инçете ӗçе çӳрет, унпа пӗрлех Ярославăн аслă пиччӗшӗ Станислав та вахтăпа ӗçле-ӗçле килет. Амăшӗ Елена Витальевна «Татнефть» тытăмӗнче вăй хурать. Фоминсем ялта пурăнакан нумай çын пекех выльăх-чӗрлӗх тытаççӗ. Ӗçлекен ашшӗ-амăшне пулăшу кирлине  лайăх ăнланать ача, выльăх пăхма та пулăшать, сад пахчинче те ӗç тупăнать.Вăталăххи Артём та шкултан вӗренсе тухнă. Халь вăл Ешӗлвар хулинче вӗренет.

Ярослав интересӗсем анлă пулни кăшт калаçсанах паллă пулчӗ. Пушă вăхăтра вăл кӗнеке вулама юратать, Чăваш халăх поэчӗ Порфирий Афанасьев çуралнă тавралăх литературăна, чăваш юрри-кӗввине, йăли-йӗркине юратма витӗм кӳрет тейӗн. Нумай пулмасть Ярослав «Олеся панă çыру» (авторӗ И.Трифонова) вуласа тухнă. Кино ӳкерме те кăсăк çамрăка. Хăйсен пӗрремӗш фильмӗпе кăмăллă ӳкерекенсем. «Килӗшмен ӗç пулсан кинофестиваль конкурсне хутшăнман та пулăттăм», – тет Ярослав Фомин. 

ОГЭне  вара гуманитари наукисен предмечӗсемпе мар, тӗрӗс наука енӗпе суйласа илнӗ – информатика тата биологи. Пуласлăхне Ярослав машинăсем тăвассипе çыхăнтарасшăн курăнать.  Ешӗлвара пиччӗшӗ Артем вӗренекен çӗре каясшăн вăл. Халӗ вара Ярослав Фомин лайăх вӗренме те ӗлкӗрет, тавракурăмне те анлăлатать, ашшӗ-амăшне пулăшма та вăхăт тупать. 

Сăнӳкерчӗксем М.Захарова архивӗнчен.


учук #ЧувашскийШкольныйКинофестиваль

Нет комментариев