Хусанта иртекен Раççей тата Китай техника университечӗсен форумӗн йӗркелӳ комитетне туса хуни çинчен калакан Указа Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов алӑ пуснӑ. Документ ТР Право информацийӗн официаллӑ порталӗнче пичетленнӗ.

Мероприятие хатӗрлесе ирттерес йӗркелӳ комитечӗн председателӗ пулма Тутарстан Республикин Премьер-министрне Алексей Песошина, унăн çумӗсем пулма ТР Раисӗн пулӑшуçине Альберт Гильмутдинова тата Премьер-министр çумне Лейла Фазлеевăна, секретарьне ТР Инвестицисен аталанӑвӗн агентствин ертӳçине Талия Минуллинăна çирӗплетнӗ.
Комитет йышне профильлӗ министерствӑсен ертӳçисем, республикӑри курăмлă ӗçлекен аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен ректорӗсем, çавӑн пекех федераллă ведомствăсен тата йӗрке хуралӗн представителӗсем кӗнӗ.
Оргкомитетӑн тӗп задачисен шутне форумӑн ӗç программине туса хатӗрлесси, мероприятисен планне пурнӑçа кӗртессине тӗрӗслесе тӑрасси тата власть органӗсен, организацисен тата пӗрлешӳсен хутшӑнӑвне координацилесси кӗрет.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Нет комментариев