Çил анăçран вӗрсен – йӗпе-сапа вăраха каять
Çӗнӗ хыпарсем

Çил анăçран вӗрсен – йӗпе-сапа вăраха каять

Чӳк уйăхӗн 2-мӗшӗ – Артемий. Юр типӗ çӗр çине ӳксен – кӗçех ăшăтать. Çак кун йывăçсене пас тытнă-тăк – çитес çул ырă тухăç ан кӗт.

Чӳк уйăхӗн 3-мӗшӗ – Илларион. Çак кун уяр пулсан кӗçех сивӗтет. Упа хӗл каçма çӳллӗрех вырăнта вырнаçнă шăтăк суйлать-тӗк – çуркунне шыв нумай пулать. Юр лайăх шăннă çӗр çине ларсан – çитес çул тухăç ăнса çитӗнет.  Чӳк уйăхӗн 4-мӗшӗ – Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн кунӗ. Çак кун çумăр çусан кӗçех хӗл ларать. «Казанскинче кăнтăрлаччен çумăр çăвать, кăнтăрла хыççăн хӗл ларать». Ир çинчен тӗтреллӗ пулни – çанталăк ăшăтасса. 

Чӳк уйăхӗн 5-мӗшӗ – Иаков. Çак кун çумăр çусан çитес çул тыр-пул ăнса пулать. Малтанхи сивӗсем ытларах чухне виçӗ кунран ытла тăмаççӗ. Пӗрремӗш хут юр çусан хӗрӗх кунран хӗл ларать. Чӳк уйăхӗн 6-мӗшӗ – Турă Амăшӗн «Всех скорбящих Радость» турăшӗн кунӗ, Афанасий. Çак кунран ӗлӗк улахсем пуçланнă. Чылайччен лăпкă тăнă хыççăн çил тухрӗ-тӗк – юр çăвасса.

Чӳк уйăхӗн 7-мӗшӗ – Федот. Хӗвел хӗрелсе ансан – çанталăк пăсăласса. Ирхине тӗтреллӗ-тӗк – ăшăтать. Çак кун ытларах чухне çумăр е юр çăвать. Чӳк уйăхӗн 8-мӗшӗ – Дмитрий Солунский. Çак кун сивӗ те юрлă пулсан – çуркунне сивӗ пулать; ăшă-тăк – çуркунне ир килет тата ăшă пулать. Кушак урипе питне хуплать-тӗк – сивӗтессе.


народные приметы

Нет комментариев