Çӗнӗ хыпарсем

Вячеслав атте картинăсем çырать

Август уйăхӗнчен пуçласа Хусанти Е.А.Боратынский музейӗнче Вячеслав Шапоров иеромонахăн «От земных к небесным» ятлă хăйнеевӗрлӗ куравӗ ӗçлерӗ. Унăн тӗп тӗллевӗ – çӗр çинчи пурнăçпа çӳлти Туррăн тарăн çыхăнăвне кăтартса парасси.

Сăнӳкерчӗксем Боратынский музейӗн ОКри ушкăнӗнчен.

Курав уçăлнă кун куракансене унпа автор хăй паллаштарчӗ. Вăл хăйӗн картинисем çинчен каласа панине итлеме питӗ кăмăллă та интереслӗ пулчӗ. Автор картинăсене çырнă чух тӗрлӗ техникăпа, çав шутра акварельпе те, çупа та, акрилпа та, хутăш техникăпа та усă курнă. Вячеслав атте каласа панă тăрăх, унăн хăйпе хăй пулнă картинисем те пур. Тӗслӗхрен, вăл тӗрлӗ сăрăсене хутăштарнă, апла-капла сăрланă – мӗн пулса тухасса пӗлмен. Çакăн пек картинăсенчен пӗри – «Адам пуçӗ». «Пулă» картинăна ӳкернӗ чух вара хутăш техникăпа, çупа усă курнă. Сăрăсем илӗртӳллӗ пулни ăна чӗрӗлӗх кӗртет.

Куравăн ятне мӗнле ăнлантармалла-ха? Çак пурнăçра çутти те, тӗттӗмми те, ырри те, усалли те пур. Çавăнпах «Пурнăç» картинăра çутă сăрăсемпе те, тӗттӗммисемпе те усă курнă. Философилле ӗç ку. «Хула çийӗн пирӗшти» ӗçре çынсем пурăннă çӗрте пирӗштисем те пуррине асăрхатăн. Пирӗшти этем валли Турăран ырă хыпар илсе килет. «Тăвăл» картинăра тинӗсе сăнланă. Вăл нихăçан та пӗр пек мар, улшăнчăк.

Сăнӳкерчӗксем Боратынский музейӗн ОКри ушкăнӗнчен.

Вячеслав аттен эпир пурте хисеплекен, юратакан Турă Амăшӗн турăшне ӳкернӗ картини те пур. «Çутă çулӗ» картина Турă ырăлăхӗ космос уçлăхӗ витӗр тухса тӗнчене ырă енне улăштарма пултарнине кăтартса парать. «Лилия Бах» картинăна хура кăмрăк пек фон çинче акрилпа ӳкернӗ. «Джунгли» ӗç те самай интереслӗ: унта чӗрчунсене те, ӳсен-тăрана та курма пулать. Ку та «Адам пуçӗ» пек шутламан çӗртен пулса тухнă картина.

Вячеслав атте – Хусанти Варсонофий святитель храмӗн нас­тоятелӗ, Хусанти федераллă университетра религиоведени кафедрин аслă преподавателӗ. Хусан епархийӗнче наркоманипе тата алкоголизмпа кӗрешекен уйрăма та ертсе пыма ӗлкӗрет. 

Вячеслав Шапоров Мурманск хулинче 1974 çулта çуралнă. Шкул хыççăн хӗсметре тăнă. Унтан шăпа ăна Тверь епархийӗнчи Нило-Столобенски пустыне илсе çитернӗ. 1998 – 2003 çулсенче Вячеслав атте Хусанти Тӗн семинарийӗнче, ун хыççăн Санкт-Петербургри Тӗн академийӗнче, Хусанти федераллă университетра вӗреннӗ. Магистратура, аспирантура пӗтернӗ. Пӗлӳ илнӗ вăхăтра Хусанти Кизически мăнастирте насельник пулнă. 2009 çултанпа Хусанти Варсонофий святитель храмне ертсе пырать. Çав вăхăтрах Пӗтреç ра­йонӗнчи Кряш-Серда ял хутлăхӗнчи храма пăхса тăрать.

Сăнӳкерчӗксем Боратынский музейӗн ОКри ушкăнӗнчен.

Ӳнер пӗлӗвне те Хусанта илнӗ Вячеслав атте – Н.И.Фешин ячӗллӗ ӳнер училищин хушма курсӗсенче вӗреннӗ, харпăр мастерскойсене çӳренӗ. Халиччен те куравсене хутшăннă вăл хăйӗн картинисемпе. Тӗслӗхрен, Пăва хулинче иртнӗ «Палестина в наших сердцах», Хусанти тӗп библиотека йӗркеленӗ «Мы на земле не одни», Санкт-Петербургри «Мастер» галерейăра иртнӗ «Громкий шепот противоположностей» куравсене тăратнă хăйӗн картинисене. 

Вячеслав аттен картинисенче тӳррӗн вӗрентсе калани çук. Вăл хăйӗн ӗçӗсенче ӳнер мелӗсемпе усă курса хăш-пӗр япалана упрама, ун çине урăхларах пăхма кирлине аса илтерет. 

Сăнӳкерчӗксем Боратынский музейӗн ОКри ушкăнӗнчен.


общество #выставка школьный музей

Нет комментариев