Кивӗ Саврăш шкулӗнче вӗренекенсем хăйсен фильмне СВО паттăрне халалланă
Аксу районӗнчи Кивӗ Саврăшри тӗп шкулта 7-мӗш класра вӗренекенсем «Сувар» хаçат ирттерекен «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса «Паттăр хыпарсăр ан çухалтăр» фильмпа хутшăнаççӗ. Ачасен конкурс ӗçӗн ертӳçи – чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ирина Севастьяновна Васикова.