Аксу районӗнчи Кивӗ Саврăшри тӗп шкулта 7-мӗш класра вӗренекенсем «Сувар» хаçат ирттерекен «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса «Паттăр хыпарсăр ан çухалтăр» фильмпа хутшăнаççӗ. Ачасен конкурс ӗçӗн ертӳçи – чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ирина Севастьяновна Васикова.
– Кино ӳкермелли конкурс пирки пӗлсен вӗренекенсемпе ку пирӗншӗн çӗнӗлӗх, хутшăнмалла тесе шутларăмăр. Тема суйлама пуçласан тавлашса та илчӗç ачасем. Çапах та хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийӗн теми пурне те хумхантарнине шута илтӗмӗр те хамăрăн фильма «Манăн герой» темăпа ӳкерес терӗмӗр.
Анчах кам çинчен ӳкермелле? Пирӗн ялта СВОна хутшăнакансем нумайăн. Хамăр класра Вася позывнойлă СВО паттăрӗн сăнӳкерчӗкӗ упранать. Ачасене ун пирки кино ӳкерме сӗнтӗм те вӗсем килӗшрӗç. Рольсене пайларăмăр, операторпа режиссера палăртрăмăр. Сценари çырассине хам çине илтӗм, мӗншӗн тесен кинора каласа паракан истори манпа, ман çемьепе тӳрремӗн çыхăннă, – каласа парать Ирина Севастьяновна.
Вася позывнойлӑ паттӑр салтак
Вася позывнойлă паттăр салтак, Виталий Васиков – Ирина Севастьяновнăн кӗçӗн ывăлӗ. Вăл 2024 çулхи ноябрь уйăхӗнче никама та каламасăр контракт çырнă та хăй ирӗкӗпе СВОна тухса кайнă.
«9 класс пӗтерсен Виталий Чистайри нумай профильлӗ колледжра икӗ çул моториста вӗренчӗ. Унтан ман салтака каймалла терӗ. Ун чух СВО пуçланманччӗ-ха. Тӳрех контракт та çырасшăнччӗ вăл, анчах кая юлнă иккен. Вара Приморскра стрелок-зенитчик пулса хӗсметре тăчӗ. Çартан питӗ аван характеристикăпа таврăнчӗ Виталий. Унта чухнех СВОна каяс шухăшӗ пурри сисӗнетчӗ. Эпӗ вара килех таврăнмалла, унта кайма ан шутла тесе хытарсах каларăм.
Анчах ку шухăш ун пуçӗнчен тухман иккен. Хусанта тира çӳресе перес ăсталăхне туптанă, бассейна ишме çӳресе çан-çурăмне пиçӗхтернӗ. 2024 çулхи октябрьте яла килчӗ те пӗр уйăх пурăнчӗ. Кулленхи ӗçсене пурнăçларăмăр ун чух. «Анне, эпӗ Çӗпӗре ӗçе вырнаçма каясшăн, медкомисси иртмелле», – тет хайхи. Хамăр лартса кайсах медкомисси ирттертӗмӗр. Вăл вара Çӗпӗре мар, контракт çырса СВОна кайнă иккен...» – куççуль витӗр аса илет Ирина Севастьяновна.
Виталий ятарлă çар операцийӗнче пулнине вара ашшӗпе амăшӗ ывăлӗ 2025 çулхи мартра пӗрремӗш хут хыпарсăр çухалсан рота командирӗ шăнкăравласан кăна пӗлнӗ. Кăштахран Виталий çыхăнăва тухнине пӗлтернӗ çар чаçӗнчен. Тăванӗсем таçта та шыраттарнă ывăлне, тупайман. Июнь уйăхӗнче Вася позывнойлă салтак хыпарсăр çухални пирки хут килнӗ...
Фильм ӳкерессипе салтаксене пăлăшасси
7-мӗш класра вӗренекенсем – Тимофей Алексеев, Егор Васюткин, Елена Герасимова, Алина Иванова тата Лев Кузьмин Вася пирки кӗске метрлă документлă фильм ӳкерес ӗçе пурте хастар хутшăннă, ăна вăхăтра ӳкерсе пӗтерес, монтаж тăвас тесе хытă тăрăшнă. Вӗренекенсем паттăр салтак ача чухне мӗнле пулнине амăшӗнчен тӗплӗн ыйтса пӗлнӗ, фильмра унăн сăнӳкерчӗкӗсемпе анлăн усă курнă. Виталий Васиковăн тӗрлӗ Тав, Мухтав хучӗсем, дипломсем нумай пулниех вăл мӗн ачаран тăрăшуллă, хастар пулнине çирӗплетеççӗ.
Кивӗ Саврăш ачисем çак фильмпа Тăван çӗршыва хӳтӗлекен кашни салтак мухтава тивӗçли, вӗсене яланах асра тытмалли, хисеплемелли, хыпарсăр çухалнисене вара шанчăка çухатмасăр кӗтмелли пирки каласшăн. Ахальтен мар фильм вӗçӗнче Егор Васюткин Константин Симоновăн «Жди меня» сăввине чăвашла вулать.
Çак ачасем Ирина Севастьяновнăпа пӗрле салтаксене пулăшас ӗçе те хутшăнаççӗ. Акă халӗ те вӗрентекен хăй çыхнă çăм чăлхасемпе пӗрле Аксури волонтерсен центрне ачасем салтаксем валли çырнă çырусене леçсе панă. Салтаксене пулăшу пултăр теççӗ, çапла майпа вӗсене хисепленине, юратнине, киле ырă-сывă таврăнасса кӗтнине çирӗплетеççӗ.
Кивӗ Саврăш ачисен фильмӗ хатӗр – ăна вӗсем редакцие ярса та пачӗç ӗнтӗ. «Ачасем кино ӳкерсе питӗ хавхаланнă, уроксем хыççăн «атьăр-ха, хамăрăн кинона тепре пăхар» теççӗ час-часах», – каласа парать Ирина Васикова.
Кивӗсаврăшсене конкурсра ăнăçу сунатпăр. Вӗсемпе паллаштаракан видеоролике «Сувар» хаçатăн соцсетьсенчи ушкăнӗсенче пăхма пулать. Кӗçех фильмӗпе те паллаштарăпăр.
И.Васикова архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Нет комментариев