Çӗнӗ хыпарсем

Пур енчен те пуян кӗнеке

Нумай пулмасть Виталий Станьялăн «На пороге памяти» ятлă çӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнă. Автор ăна чăвашла «Астăвăм урати çинче» тесе куçарнă. Тем килӗшӳллех мар пек, эпӗ «Астăвăм ытамӗнче» тейӗттӗм. Хăй шучӗпе тата сахал тиражпа кăларнăран вăл мана тивӗçейӗ-ши тесе тăраттăм: манман иккен хăйӗн вӗренекенне, палланă çынсенчен, пӗрремӗш страницăра темиçе сăмах çырсах, мана валли пӗр экземплярне парса янă.

Фото Василия Цыфаркина.

Виçӗ пайран тăрать

Виталий Станьял чи малтан – вӗрентекен, унтан – журналист, литература тӗпчевçи. Вăл поэт, сайра-хутра сăвă калăплакан сăвăç мар, чăн-чăн поэт, писательсен нимле пӗрлӗхӗнче те тăмасть пулин те.  Виталий Никитин-Станьял – ученăй, филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университетӗнче пулас учительсемпе журналистсене вӗрентнӗ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институтӗнче пай пуçлăхӗнче ӗçленӗ.

«Эпӗ ватă таврапӗлӳçӗ», «Эпӗ ватă çилçунатçă», – çапла калама юратать Виталий Петрович. Çак сăмахсенче унăн пӗтӗм ӗçлӗ кун-çулӗ курăнса тăрать. Иртнӗ ӗмӗрӗн 20-30-мӗш çулӗсенче аркатса тăкнă «Тăван тавралăха тӗпчекенсен обществин» ӗçне 1980-мӗш çулсенче чӗртсе тăратма пултарнишӗн чунтанах савăнать. «Чăваш таврапӗлӳçисен пӗрлӗхӗ» ятлă вăл.

Миçе шкул ачи, миçе студент таврапӗлӳпе хавхаланса мӗн тӗрлӗ сумлă ӗçсем пурнăçламарӗç-ши? Эпӗ хам, унăн вӗренекенӗ пулнă та, «Тусăм эсӗ, тусна, тусна аса ил» (Валентин Урташ кун-çулӗпе пултарулăхӗ), «И.Я.Яковлев тата Вăрмар ен» кӗнекесем кăлартăм. Вӗсене асăрханă иккен Виталий Петрович, тишкерӳллӗ тӗрленчӗксем çырса хăйӗн кăларăмне кӗртнӗ. Паллах, эпӗ те куншăн чунтан савăнтăм.

Кӗнекере виçӗ пай: «Кунсем тата туссем», «Станьял архивӗн çӳлӗкӗнчен», «Кун кӗнекинче çырнисемпе шухăшăмсем». Вӗсенче –  куллен çырса пынисем, рецензисем, тӗрленчӗксем. Кăларăм самаях хулăн, пурӗ 457 сраница. Кунта вырăсла текстсемпе пӗрле чăвашлисем те самаях.  

Ӗнентерме пӗлет

Виталий Станьял – шухăшлавçă, философ. Тăван халăх пурнăçне – иртнине, хальхине, пулассине – тарăн тишкерсе малашлă пӗтӗмлетӳсем тăвать. Хăй калас тенине хăюллăн пӗлтерет тата… вулакана ӗнентерет. Кашни шухăшлавӗнче тăван халăх шăпишӗн, тăван чӗлхемӗр пуласлăхӗшӗн чăнтан пăшăрханнине-çуннине туятăн.

Фото из сайта наследиечувашии.рф

«…Шел, Чăваш наци конгресӗ 39-мӗш закона – нацисен регион компонентне чикӗлесси – асăрхамасăр юлчӗ. Тутарстан çеç сахал йышлă халăхсен интересӗсене аван хӳтӗлет.

39-мӗш закон вăл вӗрентӳпе нацисен регион компонентне улăштарасси пирки. Ăна 2007 çулта йышăннă. Вăл урăх халăхсен (инородецсен) историпе культурине шкулсенче вӗрентессине хӗсме май парать. Учительсем ку закона пӗлмеççӗ. Сехетсем сахалланнине кура кăмăлсăрлăхне палăртаççӗ ӗнтӗ. Чăнах та, вӗренӳ сехечӗсене чакараççӗ, халăх культурине вӗрентессине директорсен аллине панă – вӗрентетӗр-тӗк – вӗрентӗр, вӗрентес килмесен – ан вӗрентӗр, сехетсене географсене, историксене парăр! 

Уйрăм предмет – халăх историйӗпе культури пурччӗ вӗт. Учительсем наци культурине вӗрентме хатӗрленсе çитнӗччӗ, сасартăк типпе тăрса юлчӗç. Тӗлӗнмелле вӗт!» (43 стр.)

 «…Ман шутпа, ачасене шухăшлама, ăнланма çăмăл: ӗç-хӗл – ӗçпе çыхăнни (сказуемăй), ылмашят – ята ылмаштарни (местоимени), палăртăм (определени)… Пăхăнчăк хăравçăсем тăван чӗлхене те, ашшӗ-амăшне те 30-мӗш çулсенче сутса яма пуçăннă, ХХI ӗмӗрте те çаплах. Чӗлхене (халăха та) çавăн чухнех хӗстерме пуçланă, халӗ те хытах тăпăлтараççӗ.

…Чăваш чӗлхин шăпине чӗлхене пӗлмен çурма вырăс депутатсем «саккунлатма» хăтланаççӗ, вӗсемпе тара тытнă «чӗлхеçӗсем» килӗшеççӗ. Çапах та чӗлхе нумайччен пурăнма тапаланӗ-ха. Чӗлхепе халăха уйăрма çук!» (115 стр.) 

Ку шухăшлавсем чӗлхемӗр пирки-ха, халăхăмăр пурнăçӗнчи ытти çивӗч ыйтусене хускатакан тӗслӗхсем те пур. Калăпăр, чăваш интеллигенцийӗн тивӗçӗ, общество аталанăвӗ, çӗршыв ертӳçисен патшалăх аталанăвӗшӗн тăвакан утăмӗсем, ятарлă çар операцийӗ тата ытти те. Нумай ыйту шухăшлаттарать Станьяла. Тӗслӗхрен, тинтерех пичетленсе тухнă кӗнекесене хаклани, тишкерни. Ахаль вулакана та, автора та питӗ те интереслентерӗç вӗсем: критик лайăххине лайăх тет, ăшăх япала пирки тӳррӗн кас­тарать, сӗнӳсем парать.

Паттăр танкист çинчен çырнине хакланă

Паллах, кӗнекери кашни пай пирки тишкерӳ хайлама пулать. Эпӗ Виталий Станьял кӗнекинче Тутарстан чăвашӗсемпе çыхăннă хăш-пӗр вырăнсем пирки çырăп. 

94-96-мӗш страницăсенче 2025 çулта Шупашкарта «Перфектум» типографире пичетленсе тухнă «Вилнӗ хыççăн наградăланă. Чӗрех» ятлă кӗнекене тишкерсе хаклать. Кăларăма Совет Союзӗн Геройне Семен Васильевич Коновалов танкиста халалланă. Мӗншӗн-ха çак кӗнекене уйрăмах асăрханă Виталий Станьял? Паттăр чăваш пирки таврапӗлӳçӗ-авторсем чăнлавсемпе тулли, иллюстрацисемпе, сăнӳкерчӗксемпе пуян кӗнеке хатӗрлеме пултарнă. Типографире ла­йăх калăпланă ăна, илӗртӳллӗ пичетлесе кăларнă.

Виталий Станьял авторсен ӗçне аванпа хаклать, уйрăмах архивсенче, музейсенче нумай ӗçленине палăртать. Паттăрăн тăванӗсемпе курнăçса калаçса паха материалсем тупнине ырлать. «Кӗнеке Семен Коновалов паттăрлăхӗ пирки фильмсенче, хаçат-журналсенче, интернет­ра тӗрлӗрен çырнине, шухăшласа кăларнине, тӗрӗсмарлăха хуплать. Çапла пулмалла та. Истори чăнлăха çеç юратать», – тет рецензент. Ку кӗнеке тăрăх журналист-таврапӗлӳçӗсен нумай вӗренмеллине те палăртать.

 Кам вăл Саламов?

Эпӗ чăваш халăх писателӗ Хветӗр Уяр çырнисене нумай вуланă: çулçӳрев очеркӗсем питӗ килӗшеççӗ. Чăваш çыравçисен пултарулăхӗ пирки çырнисене, вырăс писателӗсем чăвашсем çинчен каланисен пуххине вулама интереслӗ. Паллах, «Шурча таврашӗнче», «Таната» романӗсем те асра. 

Фото наследиечувашии.рф сайтран.

2023 çулхи ноябрь уйăхӗнче «Тăван Атăл» журналта Хветӗр Уяр çырнă «Саламов пурнăçӗ пире мӗне вӗрентет?» эссе пичетленнӗччӗ. Фельетона аса илтерекен хайлав чăваш писателӗ Саламов кун-çулне, пултарулăхне çутатать. Паянхи вулакан кам çинчен сăмах пынине чухлаймӗ, эпӗ те литература аталанăвӗн 1920 – 1950 çулсенчи лару-тăрăвӗпе, писательсен кун-çулне сăнлакан тӗрленчӗксемпе паллашнă хыççăн çеç кам çинчен сăмах пынине ăнланса илтӗм – Сергей Ялавина сăнарлать иккен Хветӗр Уяр.

Виталий Станьял чăваш прозаикӗ, драматургӗ, критикӗ пулнă Сергей Ялавина хăй лайăх пӗлнине калать. Телекурăмпа ун пирки передача та хатӗрленӗ-мӗн. Писатель, Тутарстанри Пăва районӗнчи Кипеккасси ялӗнче çуралса çитӗннӗскер, чăваш литературинче 1920-мӗш çулсенче палăрнă. Принциплă, çивӗч чӗлхеллӗ пулнă вăл.

Икӗ вăрçăра Тăван çӗршыва паттăррăн хӳтӗленӗ салтак пурнăçӗ 1950-мӗш çулсенче питӗ йывăрланса çитет: хăй çапăçу хирӗнче çӳренӗ чухне Шупашкарти хваттерне урăх çынсем йышăннă, ниепле те каялла тавăрма май килмест – ара, ăна писательсен ретӗнчен кăларнă, чыс-хисепӗ çук – ирӗксӗрех çемйипе хăйсем тӗллӗн хăпартнă пӗчӗк çуртра (халăхра «засыпушка» тенӗскер) пурăнма тивет. Тӗрӗслӗх шыраса Мускава çитет вăл. Анчах 1961 çулта СССР Писательсен литература фончӗн çуртӗнчен тухсан С.Ялавинăн чӗри тапма чарăннă.

Виталий Станьял Чăваш халăх писателӗ Хветӗр Уяр Сергей Ялавина Саламов хушаматпа пытарса кулса-йӗплесе-мăшкăлласа çырнине ăнланмасть. «Мӗншӗн писатель Ялавинра начаррине çеç курнă-ха? Çав вăхăтрах уççăн критик­леме хăяйман?» – тет тӗпчевçӗ.

Пурне те юрăхлă та кăсăк

«Пӳркел шурелӗсен талпăнуллă ӳсӗмӗ» ятлă тишкерӗвӗнче Виталий Станьял паллă журналистăн, общество хастарӗн Константин Малышевăн «Ачалăхăм» кӗнекине тишкерет. «Тăхăрьял» тăрăхӗн вăтăр виçӗ паллă çыннине пӗлет чăваш тӗнчи. Акă халӗ тепӗр писатель хушăнчӗ», – тет тишкерӳçӗ. 

Фото из редакции газеты

Виталий Петрович тăхăрьялсене хăй те питӗ лайăх пӗлет (ЧПУра Н.С.Дедушкин (Элшел), К.К.Петров (Пимӗрсел) доцентсемпе пӗрле ӗçлени хăйех мӗне-тӗр пӗлтерет). Тăхăрьялта темиçе те пулнă: студентсемпе фольклор практикинче çӳренӗ, «Çилçунат» литпӗрлешӳ хастарӗсемпе Теччӗпе Пăва таврашӗнчи писательсен кун-çулне йӗрленӗ.

Тӗслӗхрен, 1977 çулта Анатолий Данилов (халӗ ЧПУра журналис­тика кафедрин профессорӗ) студент ертсе килнӗ çилçунатçăсем Элшел, Раккасси, Шемек, Пăрăнтăк ялӗсенче пулчӗç. Пӳркелӗнче Анатолий Малышев сăвăç-таврапӗлӳçӗпе курнăçрӗç. Эпӗ çилçунатçăсен çулкăтартуçи пулнăччӗ те, çав тӗлпулусене питӗ аван астăватăп. 

Фото из архива газеты.

1981 çул Виталий Петрович темиçе студентпа (вӗсен йышӗнче каярахпа хула шкулӗсенче чăваш чӗлхи вӗренмелли кӗнекепе кăтартмăшсен авторӗ Галина Абрамова та пурччӗ. Шел, пултаруллă вӗрентекенӗн пурнăçӗ сасартăк ир татăлчӗ. 207 стр.) Элшеле çитнӗччӗ. Эпӗ ­Станьяла хаçатсенчи сăнӳкерчӗксенчен паллаттăмччӗ ӗнтӗ, анчах çавăн чухне унпа калаçма хăюлăх çитереймерӗм.

«…Константин Малышевăн «Ачалăхăм» кӗнеки пурне те юрăхлă та кăсăк. Шурелсенчен ытларах вăл аслă ăстрăмри вулакансене хытах хускатма пултарать.Кашни этемӗн асран кайми ачалăхӗ пур, кашниех чылай саманта ăшра хăварнă. «Э-э, кун пекки манпа та пулнăччӗ çав», – теме пултаратпăр. Тутарстанри Пӳркел ачисем, тантăшӗсем, кил-йышӗ çинчен сăмах пырать кӗске калавсенче, Тă­хăрьял таврипе, историйӗпе, çыннисемпе паллаштарать»… «Ачалăхăм кӗнекери асра юлакан вырăнсене ытларах тимлӗхе илет тишкерӳçӗ, вырăнти калаçу илемлӗхӗ, сăнарлăхӗ пур йӗркесене тӗллесех кăтартать.

«…Кӗскен – лайăх кӗнеке çырнă Константин Малышев. Вăл пирӗн тапхăра анлă илнӗ. Иртнӗ çулсем те, хальхи кунсем те публицист сăмахӗпех тухнă», – тет Виталий Станьял. Çапах та тӗл-тӗл ­«…илемлӗ калавсене тӗплӗ якатни аван»,  «…малаш ăрури вулакана илемлӗх енчен хытă сăвăрнă хайлав хăвармалла», «…ют сăмахсене илемлӗ хайлава кӗртсе тултарни вырăнлă мар», «…Калавсенче пăрăнса, тăсăлса кайнă тӗлсем сиксе тухаççӗ. Ячӗсене тӗрӗс парăсăнччӗ», – тесе тӗрӗсех асăрхаттарать.

Константин Малышевăн литературăри пуласлăхӗ пысăк пулассине палăртса хăварать. (200-202 стр.) Кӗнекере Тутарстанăн маттур чăва­шӗсене икӗ-виçӗ сăмахпа асăннă тӗслӗхсем тем чухлех. Акă:

А.Н.Магарина

Ман таврара паттăр çынсем нумай,

Пӗри – Гагарин, а тепри – Магарин.

Вӗсен ятне ăшра упранă май

Эп хам та халӗ паттăр евӗр.

16.06.2023.

Константин Малышева

«Маттур ача, Кӗçтук!

Паллаттăм аçуна.

Тӗнчемӗр аслă чух

Хӗстермӗпӗр чуна!»

16.06.23.

 Чӗмпӗрти Николай Казакова

Тавра ӗçне хускатрăмăр пулсан,

Унта пур пысăк тивӗç сан!

23.06.23. (136 стр.)

Калавсен ярăмӗ пек вуланаççӗ

«Час-час ятсене арпаштарма ты­тăнтăм, вăйсăрлантăм тата чаракăм та çук. В.А.Урташăн «Пурăнас килет!» поэ­мине вулатăп – миçемӗш хут ӗнтӗ – ача пек нăшăклататăп. Çапăçу саманчӗсемпе чăнлавсене вуласан йӗретӗп. Вӗрентӳ кӗнекисенчен, олигарх-капиталистсен витӗмӗпе, сурăхла пăхăнса, Корчагина, паттăр пионерсене, Краснодон комсомолецӗсене халалланă произведенисене, «Пурăнас килет!» поэмăна кăларса пăрахрӗç. Украинăри ятарлă çар операцийӗ тата Курск облаçӗнчи лару-тăру шăп та лăп çавăнти ыйтусене çӗклеме хистет-çке!» (382 стр.)

Тӗрленчӗке вӗçлесе пынă май Виталий Петрович ман пирки хайланă тишкерӗвӗнчи темиçе йӗркене илсе кăтартас кăмăлăм пур: «Çырăвна тата Валентин Урташа халалланă «Тусăм эсӗ, тусна, тусна аса ил» кӗнекӳне илтӗм, вуларăм, пухчăна тăрăшсах пăхса тухрăм. Кӗтнӗ паха кӗнеке. Чăваш шăпчăкӗн пултару эткерне, вăрçăри, пурнăçри синкерне туллин те тӗрӗс кăтартакан кӗнеке.

Фото из архива редакции газеты.

Ентешӳ ятне чыслăн хакларăн, яшлăхри сăмахна çирӗп тытрăн. Тав сана, мухтав! Кӗнекере хамăн ята та куртăм (Герман Желтухин çырнинче), анчах вӗрентӗкре пичетленӗ тӗрленчӗке кӗнекӳне кӗртмен. Ахалех! Унта ыттисем каламаннине калама пултарнă! Вӗренӳ программине çӗнӗлле турăм, вӗрентӗке ăна санпа пуçласа кӗртрӗмӗр, ентешӳн «Пурăнас килет!» поэми питӗ вырăнлă пулчӗ. Халӗ Максим Горькие, Александр Фадеева, герой-пионерсене, Урташа вӗренӳрен кăларса пăрахнă. Чăваш сăмахлăхне кӗçех шкултан та, пурнăçран та сирпӗтес теççӗ... Вӗсен В.А.Урташ çырнисен тулли пуххине кăларас шухăш пачах çук…» (383 стр.)

Виталий Станьялăн кӗнеки пур енӗпе те пуян пулса тухнă. Хам валли, çемье валли, çывăх çынсем валли тесе кăларнă пулин те, унăн тытăмӗ, хайлавсен шухăш-малашӗ (идейи), авторăн çырас мелӗ, сăмах пуянлăхӗ, ытарлă çаврăнăшсем вулакан ăнне çавăрса илме пултараççӗ. Кун кӗнеки-и, тишкерӳсем-и, çырусем-и, экспромт сăвăсем-и – илемлӗ калавсен ярăмӗ пек вуланаççӗ.

Василий ЦЫФАРКИН.

Сăнӳкерчӗксем редакци архивӗнчен тата наследиечувашии.рф сатран. 


чувашские писатели станьял

Нет комментариев