Çӗнӗ хыпарсем

Ача сачӗсенче тӗрӗс апатланма вӗрентеççӗ

Çӗршывӗпе ача сачӗсене çӳрекен ачасем валли «Добрые игры» федераци проекчӗ шайӗнче сывă апатлану çинчен занятисем ирттерме пуçланă. Ятарлă программăна Ачалăха, çемьене тата воспитание тӗпчекен институт, Вӗрентӳ министерствипе Роспотребнадзор çумӗнчи Общество канашӗ хатӗрленӗ. Кун пирки «Известия» пӗлтерет.

Фото: ИА "Татар-информ".Курса виçӗ çултан пуçласа çичӗ çулчченхи ачасем валли хатӗрленӗ, ăна тăватă çул ушкăнне пайланă. Воспитательсем тематикăлла занятийӗсем ирттерӗç: вӗсенче апат-çимӗç усăлăхӗ çинчен, çавăн пекех вăл ачасен ӳсӗмне, сывлăхне тата хастарлăхне мӗнле витӗм кӳни çинчен каласа парӗç. 

Шкул çулне çитмен чи пӗчӗк ачасене апат умӗнхи гигиена правилисемпе, апат хатӗрӗсемпе усă курассипе паллаштарӗç,  апат-çимӗçӗн тӗп ушкăнӗсем çинчен каласа парӗç. Аслăраххисене апат организма энергипе мӗнле тивӗçтернине, сывлăха упрама пулăшнине ăнлантарса парӗç. Çавăн пекех воспитанниксем ял хуçалăх культурисене ӳстересси тата шыв организмӗсене ӗрчетесси çинчен те пӗлӗç.

Материала ăнланма çăмăлтарах пултăр тесе ӳкерчӗклӗ карточкăсем хатӗрленӗ – вӗсем воспитательсене темăсене уçса пама пулăшӗç.

Шкулсенче ирттерекен «Разговорам о важном» евӗр «Добрые игры» федераци проектне Раççейри ача сачӗсенче кăçал сентябрь уйăхӗнче пурнăçа кӗртме пуçланă.


дети здоровое питание

Нет комментариев