Хурăнвар Шăхаль СВОна пулăшать
Çӗнӗ хыпарсем

Хурăнвар Шăхаль СВОна пулăшать

Çӗпрел районӗнчи Хурăнвар Шăхаль çыннисем вырăнти Культура çуртӗнче 2024 çул вӗçӗнченпе маскировка сеткисем çыхаççӗ, салтаксем валли тата чей типӗтеççӗ, чак-чак пӗçереççӗ.

 Культура çурчӗн ертӳçи Светлана Ильбеева Çӗпрел район хаçатне пӗлтернӗ тăрăх, волонтер ӗçне маскировка сеткине çыхассинчен пуçланă вӗсем. Чăваш Çӗпрелне кайса ятарласа вӗренсе килнӗ малтан. Станока вара ял арçыннисем ăсталаса панă. Çак вăхăтра пурӗ 30 ытла маскировка сетки çыхма ӗлкӗрнӗ, вӗсенчен 13-шне – кăçал. Çуркунне кăна 44 килограмм чак-чак пӗçерсе фронта, хамăр салтаксем патне ăсатнă.

Ырă ӗç паян та малалла тăсăлать, маскировка сеткине çыхмашкăн ытларах ват çынсем кăна пухăннă пулсан, çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланнăранпа шкул ачисем уроксем хыççăн килеççӗ. «Çак ырă ӗçе хутшăнман çын ялта юлмарӗ пуль, пурте мӗнпе те пулсан пулăшма тăрăшать», – пӗлтерет Светлана Ильбеева.(Гулия Фаизова сăнӳкерчӗкӗсем).


#Своихнебросаем

Нет комментариев