Этнографин пысăк диктантне кашни хутшăнма пултарать
Çӗнӗ хыпарсем

Этнографин пысăк диктантне кашни хутшăнма пултарать

Халăхсен хушшинчи «Этнографин пысăк диктанчӗ» çутӗç акци кăçал ноябрӗн 3-мӗшӗнчен пуçласа 12-мӗшӗччен иртет. Унта хутшăнса Раççейре пурăнакан халăхсен историйӗпе йăли-йӗркине тата культурине мӗнле пӗлнине тӗрӗслеме пулать. 2025 çулта этнографи пӗлӗвӗн шайне çӗршывӗпе 4 миллиона яхăн çын тӗрӗсленӗ.

Тутарстан та кашни çул акцие хастар хутшăнать. 2025 çулта диктанта 106 площадкăра 27 пин ытла çын çырнă. 2022 çултан пуçласа 2025 çулччен республикăра хăйсен пӗлӗвне 49 пине яхăн çын тӗрӗсленӗ.  

Хусанта тӗп площадкăсенчен пӗри яланхи пекех Халăхсен Туслăхӗн Çурчӗ (Павлюхин урамӗ, 57)  пулӗ. Çавăн пекех диктанта Çырчаллинчи, Анат Камăри, Нурлатри, Апасри, Мензелинскри, Спасри, Менделеевскри, Лениногорскри, Теччӗри, Азнакайри, Пăвари тата Çӗпрел районӗнчи Туслăх çурчӗсемпе центрӗсенче çырма пулать. Республикăра  пурӗ 192 лаптăкра акцие хутшăнма  май пур.

Акци куçăн майпа РФ субъекчӗсенчи, ют çӗршывсенчи Вырăс çурчӗсенчи тата Раççейӗн Ют çӗршыв ӗçӗсене министерствин ют çӗршыври учрежденийӗсенче ятарласа хатӗрленӗ  площадкăсенче иртет. 2026 çулта «Этнографин пысăк диктантне»  Раççейри Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнчи мероприятисен планне кӗртнӗ. Акци шайӗнче ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе Раççейре пурăнакан  халăхсен представителӗсем видеоформатра ыйтусем парӗç.

Акцие декабрӗн 12-мӗшӗнче, Раççей Федерацийӗн Конституцийӗн кунӗнче, пӗтӗмлетеççӗ. Диктанта хутшăнма акцин официаллă сайтӗнче (мирэтно.рф) регистраци иртмелле.


многонациональность большой этнографический диктант

Нет комментариев