РАÇÇЕЙ ВĂЙӖПЕ ИЛЕМӖ  – ХАЛĂХСЕН ПӖРЛӖХӖНЧЕ!
Тӗп хыпар

РАÇÇЕЙ ВĂЙӖПЕ ИЛЕМӖ – ХАЛĂХСЕН ПӖРЛӖХӖНЧЕ!

Тутарстан Раççейре халăхсен туслă хутшăнăвӗсемпе, наци политикин ăнăçлă пурнăçланăвӗпе палăрса тăрать. Кунта кашни халăха культурипе йăли-йӗркисене упраса аталантарма, тăван чӗлхесене вӗренме пӗр пек майсем туса панă.

Тутарстан яланхи пекех ноябрӗн 4-мӗшӗнче палăртакан Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне чаплă мероприятипе паллă турӗ. М. Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалăх оперăпа балет театрӗнче паян министерствосемпе ведомствосен, предприятисемпе организацисен, тӗн представителӗсем, наципе культура автономийӗсен ертӳçисем,  республикăри муниципаллă районсенчи вырăнти власть органӗсен представителӗсем, культура ӗçченӗсем, чӗннӗ хăнасем пуçтарăнчӗç. Чаплă уява ТР Раисӗ Рустам Минниханов уçрӗ. Вӗсем ТР Патшалăх Канашçипе Минтимер Шаймиевпа пӗрле çитрӗç театра. 

  Раис РТ Рустам Минниханов

«Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ вăл  – ăрусен çыхăнăвӗн, Тăван çӗршывăн историне хисепленин, пирӗн граждансен çирӗп пӗрлӗхӗн символӗ. Паянхи лару-тăрура, Раççей обществине хирӗçтерме тăрăшнă чух, пирӗн пӗрлӗх уйрăмах тарăн пӗлтерӗш йышăнать. Паян СВОра тӗрлӗ наци тата тӗрлӗ тӗн çыннисем наци хăрушсăрлăхӗн задачисене пурнăçлаççӗ, вӗсене пиншер Тутарстан çынни тылран тӗревпе тивӗçтерет. Пӗрлӗхре пирӗн вăй. Уявпа пурне те!» – терӗ ТР Раисӗ Рустам Минниханов Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне халалланă мероприятире.

Концерт ко Дню народного единства

Уяв концерчӗ М. Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалăх оперăпа балет театрӗнче иртрӗ. Яланхи пек унта «Наш Дом – Татарстан» фестивалӗн лауреачӗсем хутшăнчӗç. Чун-чӗрене çӗклентермелле илемлӗ иртрӗ вăл. Тутарстанра пурăнакан тӗп халăхсен – вырăс, чăваш, тутар, мари, мордва, удмурт, пушкăрт юрри-ташшисене курса киленнисӗр пуçне республикăра пурăнакан тата нумай-нумай халăх пултарулăхӗпе паллаштарчӗ вăл.

Концерт ко Дню народного единства

Чăвашсем те йышлăн килнӗччӗ – сцена çинче те, залра та самаяхчӗ йăхташăмăрсем – Аксуран, Пăваран, Çӗпрелӗнчен, Çӗнӗ Шуçăмран... Сцена çинче вара питӗ те тивӗçлӗ шайра хăйсене Нурлат районӗнчи «Çăлкуç», Теччӗри «Шуçăм» халăх ансамблӗсем кăтартрӗç. Çӗпрелӗнчи «Хӗлхем» халăх ансамблӗ ТР Раисӗн сертификатне илме тивӗçрӗ. Рустам Минниханов аллинчен ăна ансамбль ертӳçи, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Людмила Сердцева йышăнчӗ.

Раис РТ Р.Минниханов вручил сертификат руководителю народного фольклорного ансамбля «Хӗлхем» Л. Сердцевой

Фото: Ирина ТРИФОНОВА.


день народного единства

Нет комментариев