Тутарстанри 8 шкулта, çавăн пекех «Сәләт» Халăхсен хушшинчи çамрăксен вӗрентӳ форумӗн площадкинче Раççейре пурăнакан халăхсен чӗлхисене вӗренессинче тата вӗрентессинче ИИ-платформăсемпе усă курассипе пилотлă проект хута кайнă.
Хальлӗхе сăмах тутар чӗлхи çинчен пырать. Çакăн пирки Kazan Digital Week 2026 форумра «На родном» проект ертӳçи Тимур Селимов каласа панă.
Ку проекта Хусанти ултă, Ешӗлварти икӗ шкул хутшăнаççӗ. Ăна сентябрӗн çурринчен пурнăçлама пуçланă. Учительсемпе ачасем унăн лайăх енӗсем пирки калаççӗ. Çак шкулсенче тутарла вӗрентекен 40 ытла учитель ятарласа ИИпе ӗçлеме вӗреннӗ, хăйсен пӗлӗвӗпе халӗ ачасене вӗрентессинче усă кураççӗ.

Тимур Селимов каланă тăрăх, система 30-60 çеккунт хушшинчех интерактивлă урок хатӗрлеме май парать – платформа çине хăвна кирлӗ темăпа аудио, видео тата текст кăна уçласа лартмалла, тепӗр самантран урок хатӗр те.
«Халӗ платформăна тутар чӗлхипе ӗçлеме вӗрентетпӗр. Çавăн пекех Раççейре пурăнакан ытти халăхсен чӗлхисемпе те ӗçлеме пуçланă. Мари чӗлхине хатӗрлесе çитернӗпе пӗрех, чăваш тата пушкăрт чӗлхисене хута ярассипе те çине тăрсах ӗçлетпӗр», – тенӗ проект ертӳçи.
Проект Хусан хулин Вӗрентӳ управленийӗ тата ТР Наукăсен академийӗ тӗрев панипе пурнăçланать. Малашне ăна ытти регионсенче те сарасшăн.
Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин.
Нет комментариев