Тăпăрч кукăлӗ
Тӗпелте

Тăпăрч кукăлӗ

Çăмарта çине сахăр песокӗ, тăвар тата ванилин хушса кăпăкланиччен лăкамалла. Сӗт, çу, разрыхлительпе хутăштарнă çăнăх хушса чуста (çăра хăйма евӗрлӗ) хатӗрлемелле.

Чустана çуланă е пергамент хут сарнă форма çине ямалла. Ăшлăх хатӗрлемелле: кирлӗ ингредиентсене пӗрлештерсе блендерпа лайăх пăтраштармалла. Пулнă хутăша кондитер хутаççи пулăшнипе чуста çине спираль евӗрлӗ пусса кăлармалла. Духовкăра (170 градус) хатӗр пуличчен пӗçермелле.

Кирлӗ: чуста валли – 3 çăмарта, 100 г сахăр песокӗ, пӗр чӗптӗм тăвар, ванилин, 100 г сӗт, 100 г тип çу, 200 г çăнăх, 10 г разрыхлитель; ăшлăх валли – 300 г тăпăрч, 1 кашăк кукуруза крахмалӗ, 80 г сахăр песокӗ, пӗр чӗптӗм ванилин, 1 çăмарта. 


кухня

Нет комментариев