Çӗнӗ хыпарсем

Иртнине маннă çынпа мӗн пулса иртет?

Паян «Мир» кинотеатра Кăркăс кинематографӗсен «АЙТМАТОВ» тулли метражлӑ илемлӗ фильмне кăтартма пуçлаççӗ.

 

 

татаркино фильм айтматов

 Чингиз Айтматов –тӗнче шайӗнчи кăркăс çыравçи, унӑн хайлавӗсене вуншар чӗлхене куçарнă. XX ӗмӗрти тӗнче литературин пӗр пайӗ пулса тӑнӑ вӗсем.

 Ч,Айтматов  фильм, киргизияАслă çулсенчи Айтматов творчествинче тӗп тема истори астӑвӑмӗ, çыннӑн иртни умӗнчи яваплӑхӗ тата ӑс-хакӑл манӑçӑвӗн хӑрушлӑхӗ пулса тӑнӑ. Унӑн чи паллӑ сӑнарӗсенчен пӗри – «И дольше века длится день» романри манкурт сӑнарӗ –ирӗксӗрле ăсне çухаттарнă, çавăнпах çемйипе, несӗлӗпе, хăйӗнпе çыхăну татăлнă çын.  Çак историрен фильм авторӗ писатель биографийӗ çине куçать: ашшӗне, çемйине, халăха асра тытни мӗнле витӗм кӳнӗ писатель çине, унăн творчестви çине?

айтматов киргизия фильм«Айтматов» картина режиссерӗ Каныбек Калматов, продюсерӗ Тимурлан Ташиев. Ку фильм режиссершăн дебют. Оператор опытне режиссурăпа çыхăнтарса ӗçленине пăхма кăсăк пуласси куçкӗрет. Картинăн пысăк пайне Кăркăсстанра ӳкернӗ, çавăн пекех писатель çӳренӗ вырăнсенче – Мускавра, Калининградра пулнă «Айтматов» команди.

Фильм Чмнгиз Айтматов творчествине сума сăвакансемшӗн те, Кăркăсстан киновӗсене кăмăллакансемшӗн те этемлӗх çинчен пăхма юратакансемшӗн те кăсăк пулӗ. Рольсенче çак артистсем вылянă: Болот Тентимышов, Марат Амираев, Арина Исакова, Нурислам Надыров, Абылай Марат улуу, Мээрим Атантаева, Азиз Бейшеналиев, Нургуль Мамытова, Сергей Безруков, Равшана Куркова, Михаил Сотников, Айнура Качкынбек кызы, Эмиль Эсеналиев.

Татьяна Васильева.

Сăнӳкерчӗксем «Татаркино» пресс-службин.


#кино

Нет комментариев