Çӗнӗ хыпарсем

К.В.Иванов ячӗллӗ драмтеатр «Искусствăсен каçӗ» акцие хутшăннă

Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ ӗнер Пӗтӗм Раççейри «Искусствăсен каçӗ» акцие хутшăннă, тесе пӗлтерет «Хыпар» хаçатăн Максри каналӗ.

Экскурсию по театру провел Г.Медведев

Кунта театра юратакансем валли, чăннипех те, асамлă каç йӗркеленӗ. Мероприяти «Пӗтӗм тӗнче – театр» экскурсирен пуçланнă. Чăваш халăх артисчӗ Геннадий Медведев театр кун-çулӗпе паллаштарнă, артистсен пурнăçӗ тата ӗçӗ-хӗлӗ пирки каласа панă. Чи кăсăкли театрăн чи «тӗттӗм» е куракансен куçӗнчен хупă пӳлӗмсенче пулнă.

Экскурси вăхăтӗнче артистсен гримернăйӗсене, гримпа постижер, сцена тумӗсене çӗлекен цехсене кӗрсе курма май пулнă. Малалла вара курма пынисем валли Ефим Никитинăн пьеси тăрăх лартнă «Хуняма» спектакле кăтартнă. Спектакль хыççăн артистсем сцена çинчен кайма васкаман.

Сцена из спектакля «Хуняма»

РФ тава тивӗçлӗ артистки Любовь Федорова, Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ Николай Сергеев, Евгений Урдюков тата Елизавета Казначеева сăнарсене мӗнле калăплани пирки каласа кăтартнă, ыйтусем çине хуравланă. Уçă калаçăва спектакль режиссерӗ Василий Иванов ертсе пынă.

В.Багадерова сăнӳкерчӗкӗсем.


Театр

Нет комментариев