Яка Кулине упăшки патне шăнкăравлать. – Чунăм, ман машина ванчӗ, карбюратора шыв лекрӗ. – Карбюратор мӗнне те пӗлетӗн-и эсӗ? Машину ăçта вара? – Кӳлӗре...
– Алло, анне! Çурçӗр иртни пӗр сехет, упăшка вара халӗ те килте çук. Еркӗнӗ патне кайнă пуль ӗнтӗ вăл... – шăнкăравлать канăçне çухатнă Чипер Марине амăшӗ патне.
– И-и, хӗрӗм, ма тӳрех япăххи пирки шутлатăн? Тен, ăна машина çапса хăварнă-ха...
* * *
Крахьян кинеми скайппа калаçнă хыççăн: «Аван япала! Хăнасене йышăнатăн, çитермелле те мар!»
* * *
Туй умӗн:
Каччă: Ура! Аранах кӗтсе илтӗм вӗт!
Пике: Тен, ман каяс?
Каччă: Çук, кун пирки ан та шухăшла!
Пике: Эсӗ мана юрататăн-и?
Каччă: Паллах!
Пике: Эс мана хăçан та пулсан урăххипе улăштарнă-и?
Каччă: Çук, ăçтан ку ухмахла шухăш пуçна килнӗ сан?
Пике: Мана чуптăватăн-и?
Каччă: Паллах!
Пике: Мана хӗнӗн те-и?
Каччă: Çук, паллах!
Пике: Сана шанма пулать-и?
Туй хыççăн вара çак калаçăва аялтан çӳлелле вуламалла.
* * *
Çамрăк мăшăрăн нумай вăхăт хушши ача пулман. Пӗрре вӗсене кӳршӗллӗ районта пурăнакан Кукша Кӗркури курать те Рима кайса Çветтуй Петр соборӗнче çурта лартма сӗнет. Темиçе çул иртсен Кукша хăй канаш панă мăшăра çитсе курма шутлать. Вӗсен килӗнче ăна пӗринчен тепри пӗчӗк 7-8 ача кӗтсе илет.
– Аннӗр ăçта? – ыйтать вăл ачасенчен.
– Анне ача çуратмалли çуртра.
– Аçăр вара?
– Атте темле çуртана сӳнтерме тесе Рима тухса кайрӗ...
* * *
– Чунăм, эс мана юрататăн-и? – ыйтать Чипер Марине упăшкинчен.
– Ну, юрататăп.
–Çук-çук, эс «ну» темесӗр кала.
– Юрать, юрататăп.
– Юрать темесӗр кала. Эп сана пурнăçран та хытăрах юрататăп те.
– Эп сана пурнăçран та хытăрах юрататăп.
– Суятăн!
– Çук, улталамастăп. Сана качча илнӗренпе пурнăçа чăтма пултараймастăп эпӗ!
Нет комментариев