Санкт-Петербург хулин Национальноçсен çурчӗ октябрӗн 30-мӗшӗнче Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан чăвашсене хапăл туса йышăнчӗ. Кунта «Пӗрле – эпир Раççей» регионсен хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ «Раççейӗн нумай нациллӗ регионӗсенче Раççейӗн гражданла нацийӗн пӗрлӗхне çирӗплетесси: теорирен практика патне» темăпа иртрӗ. Ăна Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗ Национальноçсен ӗçӗсен федераллă агентстви тата Раççей чăвашӗсен Федераллă наципе культура автономийӗн тӗревӗпе йӗркеленӗ.
Мешехе ӗçлӗ килӗшӳрен пуçланчӗ
Санкт-Петербургри ЧНКАна экономика наукисен докторӗ, ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Валериан Гаврилов ертсе пырать. Унсăр пуçне вăл Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн пайташӗ те. Çӗршывăн культура тӗп хулинче пурăнакан йăхташăмăрсем хăйсен активлăхӗпе палăрса тăраççӗ. Халӗ те акă регионсен хушшинчи наукăпа практика конференцине чăвашсем йышлă пурăнакан пӗр региона та чӗнмесӗр хăварман. Чăваш Ен, Тутарстан, Пушкăртстан республикисенчи, Иркутск, Ульяновск, Тюмень, Мурманск облаçӗсенчи, Ямалпа Ненец округӗнчи чăвашсен пӗрлешӗвӗсен представителӗсем килсе çитнӗ.

Мероприяти Раççей чăвашӗсен Федераллă наципе культура автономийӗпе Санкт-Петербургри Нацисен çурчӗ ӗçлӗ килӗшӳ çирӗплетнипе пуçланчӗ. Документа ФНКАЧР председателӗ, РФ Геройӗ Николай Гавриловпа Нацисен çурчӗн директорӗ Игорь Жуков алă пусса çирӗплетрӗç.
«Паянхи кăткăс лару-тăрура, ятарлă çар операцийӗ пынă вăхăтра уйрăмах, кун пек туслă çыхăнусем кирлӗ. Пӗтӗм Раççей халăхӗ – тӗрлӗ нацисемпе тӗрлӗ тӗнпе пурăнакансем, ку вăхăтра Раççее, вырăс тӗнчине упраса хăварассипе çыхăннă ыйтусене татса парассипе ӗçлет. Çак лару-тăрура халăхсен туслăхӗ нихçанхинчен те хаклă. Çак никӗсре эпир мӗнпур позитивлă организацисемпе пӗрле ӗçлӗпӗр. Санкт-Петербургри Нацисен çурчӗ ку ӗçре паллă вырăн йышăнать», – терӗ Николай Федорович ӗçлӗ килӗшӗвӗн пӗлтерӗшӗ пирки.
Курав
Ун хыççăн йышăну залӗнче ЧР тава тивӗçлӗ художникӗн Иван Васильевич Александровăн куравӗ уçăлчӗ. Ӳнерçӗ Канаш районӗнчи (ЧР) Ухман ялӗнчен, 1976 çулхи. Хăй каланă тăрăх, живописьпе ачаран кăсăкланма пуçланă. Професси пӗлӗвне пуçласа Шупашкарти ӳнер училищинче илнӗ (1997-2002 çç.), унтан Санкт-Петербургри Илья Репин ячӗллӗ ӳнер академине пӗтернӗ (2003-2009 çç.). 2013 çултанпа Раççей Художниксен союзӗнче тăрать. 2022çулта Иван Александрова ЧР тава тивӗçлӗ художникӗ ята панă.

Иван Александров ӗçӗсенче тăван тавралăхпа тăван халăх пысăк вырăн йышăнаççӗ. Уйрăмах пейзажсенче çакă яр уççăн палăрать. Портретсенче вара çын сăн-сăпачӗсӗр пуçне унăн чун илемне уçса пама тăрăшни курăнать.
«Тăван ялăма кайсах тăратăп, тӗп килте аттепе анне пурăнаççӗ. Пӗр эрне каялла кăна пултăм-ха. Курав çинчен калас пулсан, кăçал эпир Раççей халăхӗсен пӗрлӗхне палăртатпăр. Çавăнпа курава чăваш тăрăхне, хам ӳснӗ вырăна сăнлакан ӗçсене илсе килтӗм», – терӗ вăл кӗскен.
Конференцие хутшăннисем куравпа интересленсех паллашрӗç, картина хăйсенче епле шухăш-туйăм çуратнине сӳтсе яврӗç.
Чăваш тумӗ: ӗнерпе паян
Мода кăтартăвӗ мероприятин тепӗр интереслӗ саманчӗ пулчӗ. Санкт-Петербургри ЧНКА хастар хӗрарăмӗсемпе хӗрӗсем чăваш халăх тумне паянхи кунпа çыхăнтарса стилизацилеме тăрăшнă. «Эп ку ӗçе хам хутшăнмастăп. Мӗншӗн тесен вӗсен ку енӗпе пӗлӗвӗ тарăнрах. Вӗсем чăваш тумӗн кăтартăвне хăйсен курăмӗпе хатӗрленӗ. Унта хутшăннисенчен чылайăшӗ титуллă пикесем – илем конкурсӗсен çӗнтерӳçисем. 15-мӗш хутчен ӗнтӗ вӗсем çак тум пуххине кăтартаççӗ», – терӗ Валериан Анатольевич.

Кăçал Раççей халăхӗсен пӗрлӗхӗн çулталăкне шута илсе-ши – дефиле вырăс юррипе иртрӗ. Конференцие хутшăннисенчен ытларахăшӗ хӗрарăм пулнипе чылай шухăш çуратрӗ ку кăтарту. Мероприяти вӗçленсен ун патне таврăнса чылайăшӗ хăй шухăшне пӗлтерчӗ. Пӗрисен шучӗпе фольклор тумтирне килӗшӳллӗ капăрлăхсемпе – пуçа, урана тăхăнмаллипе, кăтартмалла, теприсен шучӗпе фольклор тумне тытмалла мар, стилизациленӗ тум вара паянхи мода тренчӗсемпе килсе тăмалла тата ытти те. Ку йышши дискуссисем кирлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнисӗр, тум историне тӗпчеме хавхалантарнисӗр пуçне пӗрлехи проектсене те пуçарма май туса параççӗ.
Пленарлă лару
Çакăн хыççăн пленарлă лару пуçланчӗ.
Спикерсен шутӗнче
- Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗ, РФ Геройӗ Николай Гаврилов,
- Раççей Наукăсен академийӗн Аслă Петр ячӗллӗ Антропологипе этнографи музейӗн Европа тӗпчевӗсен центрӗн ертӳçӗ наука сотрудникӗ, истори наукисен докторӗ Антон Салмин,
- Санкт-Петербургри историпе политика докуменчӗсен Тӗп патшалăх архивӗн директорӗ Владимир Тарадин,
- Ленинград блокадипе оборонин патшалăх мемориал музейӗн ятарлă проектсен уйрăмӗн тата обществăлла çыхăну специалисчӗ Надежда Добрянская,
- техника наукисен докторӗ, профессор, полковник Анатолий Тарасов пулчӗç.
Лару ӗçне Валериан Гаврилов йӗркелесе ертсе пычӗ.
Ăна уçма хуçасене сăмах пачӗç. Нацисен çурчӗ Санкт-Петербургри нацисен хутшăнăвӗсемпе миграци политикине пурнăçлассипе комитет шутне кӗнине палăртса хăвармалла. Комитет пуçлăхӗн Олег Капитановăн саламне ун çумӗ Сергей Новожилов çитерчӗ.
«РФ Президенчӗ палăртнă Раççей халăхӗсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче эпир тӗрлӗ мероприятисем ирттеретпӗр, çав шутра ноябрӗн 4-мӗшӗнче палăртакан Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне халалласа та, хулипе 280 ытла мероприяти иртӗ. Паян ак Санкт-Петербургпа Ленинград облаçӗнчи ЧНКА мероприятине пуçтарăнтăмăр.
Уйрăммăн Валериан Анатольевич Гавриловăн ӗçне палăртса хăварас килет. Вăл нумай çулсем чăваш культурине аталантарассипе пысăк ӗçсем туса пырать. Мероприятисем Нацисен çуртӗнче, библиотекăсенче иртеççӗ. Палăксем уçаççӗ. Шырав ӗçне анлă илсе пынине каласа хăвармалла. Ленинград çӗрӗ çинче Аслă вăрçăра çапăçса пуç хунисене тупассипе автономи нумай тăвать», – терӗ Сергей Сергеевич.
Игорь Жуков автономи ӗçне ырласа тата халăхсен туслăхӗн пӗлтерӗшне палăртса пӗлтерӳ турӗ. Октябрӗн 31-мӗшӗнче пулас этнопаркăн пӗрремӗш чулне хурассипе çыхăннă вăл. Этнопарк Санкт-Петербург кӗпӗрнаттăрӗн йышăнăвӗпе уçăлать иккен. Çак кун «Стрельнинская бухта» обществăлла уçлăхра пулас этнопарка халалласа пӗрремӗш чул хунă тата улмуççисем лартнă. Ырă ӗçӗн пуçламăшӗ пур, апла малалли те пулӗ.
«Чăваш автономийӗ ирттерекен мероприятисене кунти пӳлӗмсене хаваспах паратпăр. Мӗншӗн тесен чăвашсем хăйсен мероприятийӗсене питӗ те тивӗçлӗ, илемлӗ, пысăк шайра йӗркелеççӗ», – хакларӗ Нацисен çурчӗн директорӗ.
Должность мӗн чухлӗ çӳллӗрех, çавăн чухлӗ явапӗ те пысăкрах
Николай Федорович саламлă сăмахра наци палăртăвӗсем çинчен каласа халăха пӗрлештерекенни Тăван çӗршыв пулнине палăртрӗ. «Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ НКАсен ӗçне Нацисен ӗçӗсен федераллă агентстви йӗркелесе пырать. Ун ертӳçи Игорь Баринов халăхсен хушшинчи форумсене час-час хутшăнать. Раççей мӗн тери изоляцире пулнине те пӗлетӗр. Шăп икӗ çул каялла вăл Америкăра наци ыйтăвӗсемпе иртнӗ конференцие хутшăнчӗ. Кайса килнӗ хыççăн ман пата хăйех шăнкăравларӗ.

«Мана унта итлерӗç. Эп пирӗн патра наци политикине патша вăхăтӗнче те, Совет тапхăрӗнче те, халӗ те тивӗçлӗ илсе пынине кура пӗр халăх та çӗршывра çухалманнине каларăм. Американсем, ăçта сирӗн индеецăрсем тесе ыйтрăм. Пӗтӗм тӗнче алă çупса ырларӗ мана», – терӗ.
Мӗншӗн çакна аса илтӗм? Мӗншӗн тесен пирӗн çӗршывра наци политикине тӗрӗс илсе пыраççӗ. Чăвашсем эпир ак хамăр йышпа 5-мӗш пыратпăр. Раççейре 197 тӗрлӗ халăх, шутласа пăхăр-ха, пирӗн хыçра тепӗр 192 йӗрке! Паян эпир конференцире Раççей халăхӗшӗн кирлӗ ыйтусене сӳтсе явăпăр. Пысăк тав килме вăхăт тупнăшăн», – терӗ Николай Федорович.
Чăвашсем Тăван çӗршывăн шанчăклă ывăл-хӗрӗсем пулнине палăртса Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн ертӳçи ятарлă çар операцийӗнче кăна 9 чăваш салтакӗ Раççей Геройӗ ята тивӗçнине асăнса хăварчӗ. Вӗсем пурте хисепе тивӗç. Ячӗсене халăх астăвăмӗнче хăварас тӗллевпе Шупашкарта Çӗнтерӳ паркӗнче совет тапхăрӗнчен пуçласа Раççей Геройӗсен астăвăм чулӗсене хураççӗ. Паяна унта 156 ят. Шел те, паянхи паттăрсенчен 5-шӗ валли вырăн тупăнман. Çакна пăшăрханса палăртрӗ Николай Гаврилов.
«Шупашкар влаçӗсем вырăн тупса чулсем лартасса шанас килет. Тата çакна та палăртас килет. Чăвашсем туслăха тытма пӗлеççӗ. Эпир законсене хисеплекен йăваш халăх, малашне те чыслă пулар, йăласене тивӗçлӗ тытса пырар. Конференци усăллă ирттӗр. Чи кирли – пӗр-пӗрин опычӗпе паллашса малалла ӗçлеме хавхаланасси», – терӗ вăл.
Хăй докладӗнче Николай Федорович чылай çивӗч ыйтăва çӗклерӗ – геополитика лару-тăрăвӗ, истори чăнлăхне упрасси, чăваш халăхӗпе культурин Раççейри халăхсен хушшинчи вырăнӗпе пӗлтерӗшӗ, чăвашсен историне тӗпчесси. Тӗп шухăшра – кашнин хăй вырăнӗнче чăваш халăхне тивӗçлӗ кăтартасси. «Мӗн чухлӗ сирӗн должность çӳллӗрех, çавăн чухлӗ явапӗ те пысăкрах», – пӗтӗмлетрӗ вăл сăмахне.
Докладсем
«Сире хамăр патра курма питӗ хавас, – терӗ Валериан Гаврилов конференцие хутшăннисене. – Ăнăçлă ӗçлеме сунса пире Мускавран Игорь Вячеславович Баринов та, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Алла Салаева та, ЧР культура министрӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Татьяна Казакова та саламсем ячӗç. Вӗсемпе социаллă сетьсенчи пирӗн страницăсенче паллашма пултаратăр. Паянхи конференци тивӗçлӗ шайра иртессе, пуриншӗн те усăллă пуласса шанатăп».

Антон Кириллович Салмина итлеме ялан кăсăклă. Истори наукисен докторӗ пуш сăмах калаканни мар. Калаçура ялан наука факчӗсем çине таянать. Йăнăшшипе тӗл пулсан объективлă критика парать. Сувар хули çинчен каланине итлеме кăсăк пулчӗ.
«Йăнăшсем пур çӗрте те тӗл пулаççӗ, çав шутра гуманитари наукинче те. Ак Атăлçи Пăлхарӗнче Сувар хули пулнă. Анчах Шупашкарти пӗр тӗпчевçӗ хула пулнă, анчах халăхӗ пулман тесе çирӗплетме тăрăшать. Абсурд. Сувар вăл этнонимпа çыхăннă. Малтан халăхӗ пулнă, вăл вара хăйӗн тӗп хулине хăй ячӗпе палăртнă», – асăрхаттарчӗ Антон Кириллович.
Доклачӗ вара унăн чăвашсен паллă архитекторӗн Петр Егоровăн пурнăçӗпе тата ӗçӗ-хӗлӗпе çыхăнчӗ. Тӗпчевçӗ ун çинчен историшӗн пӗлтерӗшлӗ чылай çӗнӗ факт шыраса тупса палăртнă. Çав шутра Санкт-Петербургри Летний садăн картин авторӗ Петр Егоров чăнах та чăваш пулни, картан тата ытти архитектура палăкӗсен авторӗ те вăлах пулнине çирӗплетни. Карта пирки каласан унпа архитектор 15 çул ӗçленӗ (1770 – 1786 çç.). Летний сад карти тӗнче искусствин чи паллă шедеврӗсен шутне кӗнӗ.
Надежда Добрянская чăвашсем ытти халăхсемпе пӗрле Ленинград хулине хӳтӗлени çинчен анлă доклад туса паллаштарчӗ. Ку ӗçре вӗсем чăваш автономийӗпе тачă çыхăнса ӗçленине пӗлтерчӗ. Пӗрле вӗсем çулталăк тăршшӗпе пӗр мероприяти кăна ирттермен.
Конференци ӗçӗ
Вăл икӗ секцие пайланса пурнăçланчӗ. Пӗрремӗшӗнче регионсенчи Чăваш наципе культура автономийӗн представителӗсем хăйсен ӗçӗпе пурнăçланă проекчӗсемпе паллаштарчӗç. Иккӗмӗш секци çамрăксен пулчӗ. «Халăхсен хушшинчи туслăха çирӗплетессинчи çамрăксен вырăнӗ» тема тавра пулчӗç вӗсен дискуссийӗсем.
Секцире чылай ыйтăва çӗклерӗç. Никита Волковăн чăваш туйӗпе çыхăннă тӗпчевӗ кăсăклă пулчӗ. Шупашкартан килсе çитнӗ паллă маçтăр – ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, педагогика наукисен кандидачӗ Раиса Васильева хăй ăсталанă чăваш капăрлăхӗсемпе пурне те тӗлӗнтерчӗ. Унăн шӳлкеме-мăй çакки-хушпăвӗсене тăхăнса пăхас текенсем йышлă пулчӗç.

Доклад тăвакансем шутӗнче Иркутскри ЧНКА председателӗ Вероника Тимофеева, Ульяновск облаçӗнчи «Канаш» хаçат редакторӗ Елена Мустаева, Тюменьри ЧНКА председателӗ Ираида Маслова, Ямалпа Ненец округӗнчи «Юман» ентешлӗхӗн ертӳçи Екатерина Завиша, Мурманскри ЧНКА председателӗ Дина Агеева тата çак йӗркесен авторӗ пулчӗç.
Сăмах май, Тутарстанри ЧНКАран иккӗн пултăмăр. Республикăри Чăваш хӗрарăмсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина пӗрлӗхӗн ӗçӗпе кӗскен паллаштарчӗ. Хăй енчен Раççейри чăваш хӗрарăмӗсене пӗрле ӗçлеме сӗнсе малтанлăха МАХра ушкăн йӗркелеме сӗнчӗ. Ăна çав кунах пурнăçларăмăр. Шанатăп, ку пире нумай интереслӗ проекта пурнăçлама пулăшӗ малашне.
Спикерсен доклачӗсенчен тӗрлӗ регионсенче пурăнакан йăхташăмăрсен пурнăçӗпе ӗçӗсем çинчен кăна мар, паянхи кунри йывăрлăхсем çинчен те пӗлтӗмӗр. Шел, уйăрнă вăхăт сахалрах пулчӗ. Çапах пурпӗрех калас тенине кӗскен те пулин палăртса хăварма пултартăмăр. Пысăк тав Санкт-Петербургри йăхташсене пире пуçтарнăшăн.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев