Илемлӗ, чуна витерекен сăмахсемлӗ сăвăпа пуçланать пирӗн тепӗр конкурсантăн – Диана Маркован видеовизитки. Саккăрмӗш класс хӗрачи Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнчи тӗп шкулта вӗренет.

«Пирӗн çӗршыв паттăр та мăнаçлă, ырă та хастар çынсемпе пуян. Эпӗ аслă çынсене тӗслӗхе хуратăп. Вӗсене хамăр хушăрах курма пулать. Çавăнпа «Сувар» ирттерекен «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса хутшăнас терӗм. Ку маншăн питӗ хумхануллă, пӗрремӗш опыт. Çапах çӗнтереме те ӗмӗтленетӗп. Ыттисене те ăнăçу сунатăп», – тет хăюллă хӗрача.
Диана «Ман герой» темăна суйласа документлă жанрпа фильм ӳкерме шутланă. «Тăван ялăма чӗрене парнелетӗп» ятлă вăл. Кам çинчен-ха фильм? Кун çинчен пӗлес тесе эпир унăн проекчӗн ертӳçипе Светлана Петровна Марковапа тата Дианăпа хăйӗнпе çыхăнтăмăр. Фильм – çемье проекчӗ, мӗншӗн тесен Светлана Петровна хӗрачан амăшӗ. Вăл Çӗнӗ Упири тӗп шкулта истори урокӗсене илсе пырать.
Фильмăн тӗп геройӗ — кукашшӗ
«Тăван ялăма чӗрене парнелетӗп» проектăн тӗп геройӗ вара ялти сумлă çын, Дианăн кукашшӗ – Петр Васильевич Максимов. Вăл 1949 çулхи январӗн 20-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнче çуралнă. Хăй пурнăçне вӗрентӳпе çыхăнтарса ӗмӗр тăршшӗпе истори вӗрентекенӗ пулса ӗçленӗ, шкул музейне йӗркелесе янă. Спорта юратнă, самбопа спорт мастерӗн кандидачӗ пулнă. Тӗрлӗ енлӗ пултарулăхлăскер музыкăна та питӗ юратнă, купăспа каланă. Кукашшӗн сăнарӗпе ун пурнăçне хӗрача çав тери лайăх уçса панă, хăй ăна пӗрре те курман пулин те. Мăнукӗ çулталăк çурăра чухне Петр Васильевич пурнăçран уйрăлса кайнă.

«Чăваш ачисен кинофестивалӗ çинчен эпир чăваш чӗлхи вӗрентекенӗнчен Людмила Александровна Ярухинаран пӗлтӗмӗр. Диана тӳрех унта хутшăнас терӗ. Çемьере вăл пирӗн кӗçӗнни. Аппăшӗ, Валерия, Ульяновскри медицина университетӗнче вӗренет. Хӗрӗмӗрсем тăрăшуллă пирӗн. Диана кӗнеке вулама юратать, ялти Культура çуртӗнчи ташă кружокне çӳрет. Çак проектчен кино çинчен вăл шутламан. Хальлӗхе пулас профессие суйламан. Филолог, полици ӗçӗсем килӗшнине калать. Хăй хăшне суйлать ӗнтӗ. Шутлать-ха. Вӗренӳре «4», «5» паллăсемпе ӗлкӗрсе пырать», – терӗ Светлана Петровна телефонпа çыхăнсан.
Амăшӗн сăмахӗпе, хӗрӗпе вӗсем çăмăллăнах пӗр чӗлхе тупаççӗ. Çул çитмен тапхăр пулин те, ун пек, кун пек ăнланманлăхсем çук çемьере. Хӗрачан ашшӗ Алексей Васильевич «Цильна» тулли мар яваплăхлă обществăра «Камаз» водителӗнче ӗçлет.
«Конкурс çинчен пӗлсенех кукашшӗ çинчен кино ӳкерме кăмăл пуррине пӗлтерчӗ. Ун çинчен вăл кукамăшӗ каласа панинчен аван пӗлет. Кукамăш патне хăнана кайсан ялан иккӗш фотоальбомсем пăхаççӗ. Çав сăнӳкерчӗксене ачаран пăхма юратать вăл. Тата кукашшӗн тимӗр укçа коллекцийӗ пур. Çавă та ăна кăсăклантарать. Купăсӗпе интересленет, видеозаписьсене пăхать. Кукашшӗ йӗркеленӗ музейре пӗрремӗш хут пулсан тӗлӗнсе таврăнчӗ вăл. Уншăн вăл чăннипе ырă тӗслӗх. «Чаплă, питӗ килӗшет», – тенӗччӗ таврăнсан Диана.
Дианăпа хăйӗнпе те калаçрăмăр. Проектпа епле ӗçленине кӗскен каласа пачӗ хӗрача.
Кино ӳкересси
«Кинопа ӗçлеме пуçличчен усăллă материалсем интернетра шырарăм. Эсир «Суварта» çырса кăларнă «7 ансат правило» та питӗ пулăшрӗ», – терӗ вăл. Кино ӳкерес ӗçпе лайăхрах паллашас тесе Диана тӗрлӗ фильмсем пăхать, хальхинче вӗсене кăшт урăхларах куçпа сăнать, актерсен ӗçне, кадрсем мӗнле йӗркеленнине тишкерет. «Мана «А зори здесь тихие» кино питӗ килӗшрӗ. Хальлӗхе режиссерсене пит пӗлсех каймастăп-ха. Михалкова пӗлетӗп.

Актерсенчен чи юратни Иван Янковский. Нумай пулмасть унпа «Битва моторов» кино тухрӗ. Шел те, чăваш киновӗсене пăхман», – терӗ хӗрача малашне чăваш киновӗпе те çывăхрах паллашма кăмăл пуррине пӗлтерсе. Чăваш киновне йӗркеленӗ Иоаким Кошкинский çинчен те илтмен вăл. Ку ӗнтӗ пирӗн, аслисен айăпӗ, ӗçлесе çитерейместпӗр апла. Кăштах чăваш киновӗн историне, пӗрремӗш фильмсене Голливудра та кăтартнине пӗлсен вăл тӗлӗнсех кайрӗ: «Чăнкă! Эп пӗлмен те...» – терӗ вăл пытармасăр. Апла малашне ачасен пӗлӗвӗнчи çак çитменлӗхсене пирӗн пӗтермеллех.
«Кино искусствине юратап эпӗ. Вăл çынна ăс-хакăл енчен нумай пӗлӳ парать. Мӗн аван, мӗн начар. Мӗн юрать, мӗн юрамасть», – терӗ çамрăк режиссер. Хăй ӳкернӗ фильма хальлӗхе чăваш чӗлхи вӗрентекенне Людмила Ярухинана кăна кăтартнă. Вӗрентекенӗ ырлани хӗрачана малалла тата та хавхалансарах ӗçлеме хистенӗ. Ăнăçу сунатпăр Дианăна çак çăмăл мар, анчах питӗ те интереслӗ ӗçре.
С.Маркова архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Нет комментариев