Кадрсен центрӗ СВО ветеранӗсене мирлӗ пурнăçа таврăнма пулăшать
Кăçал октябрӗн 1-мӗш тӗлне Тутарстан Республикин «Работа в России» Кадрсен центрӗ пулăшнипе ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсене ӗçе вырнаçтарасси пӗлтӗрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 17 процента ӳснӗ, 81 процента çитнӗ. Сывлăх енчен çирӗп маррисен хушшинче те ӗçе вырнаçас шай 27,9 процента ӳснӗ, 77,9 процентпа танлашать. Судпа айăпланнă СВО ветеранӗсене ӗçе вырнаçтармалли шай та 72 процента çитнӗ. Ӗç шырамалли вăтам вăхăт 8 кунччен кӗскелнӗ.