Октябрӗн 29-31-мӗшӗсенче Хусанта Kazan Digital Week – 2026 халăхсен хушшинчи форум иртет
«Казань Экспо» курав центрӗнче пулакан 7-мӗш форума 70 ытла çӗршывран, Раççей субъекчӗсенчен пурӗ 19 пин ытла çын хутшăнать. Программа кăçал та çав тери анлă: 10 сулăмпа секцисем, виçӗ зала йышăнакан курав, кибертурнирсем, спорт тата культура мероприятийӗсем. Тӗп тимлӗх хальхинче – искусствăлла интеллекта практикăра усă курасси, разработкăсене отрасльсене кирлӗлӗхӗпе танлаштарасси, вӗсемпе усă курма тытăнассине сӳтсе явасси. Кун çинчен Тутарстан Республикин Наукăсен академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗ.