Çӗнӗ хыпарсем

Шăши сивчирӗпе чирлекенсен шучӗ икӗ хут ӳснӗ

Çак кунсенче Элмет арçынни гаражра çăмăл машинин çуллахи кустăрмисене хӗллехипе ылмаштарнӑ чух шăши сивчирӗпе чирленӗ. Гаражри тусана сывланӑ хыççӑн ӑна япӑх пулса кайнине пӗлтерет tatarstan24.tv сайт. Арçынна больницӑна хума тивнӗ

ТР Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑçал çулталӑк пуçланнӑранпа республикӑра шӑши сивчирӗпе 553 çын чирленӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан икӗ хут нумайрах ку. Чире кӑшлакан чӗрчунсем сараççӗ. Вӗсене алӑпа тытсан кӑна мар, тусан сывлӑшне сывласан та чирлет çын. Çавӑнпа гараж, хуралтӑри ытти çуртсен пӳлӗмӗсене тасатнӑ чух шыв сапса тусана пусарнӑ хыççӑн тин шӑлмалла. Сӑмса-çӑвара хупламашкӑн маска тӑхӑнмалла. Япала, апат-çимӗç упранакан пӳлӗмсене шӑши тавраш ересрен сыхламалла.


#общество

Нет комментариев