Республикӑра кашни эрнере 11 пине яхӑн ОРВИпе, гриппа тата COVID-19 чирлекенсене шута илеҫҫӗ. Хальлӗхе ку кӑтарту эпидеми чиккинчен пӗчӗкрех, ҫапах та юлашки эрнере респираторлӑ инфекцисен хушшинче грипп вирусӗсен тӳпи тӑватӑ хута яхӑн ӳснине палӑртаҫҫӗ.
Гриппа чирлекенсен декабрӗн юлашки вунӑкунлӑхӗнче чи пысӑк шайра пуласса пӗлтереҫҫӗ эпидимиологсем. Ҫавӑнпа ҫынсене, уйрӑмах хӑрушлӑх ушкӑнне кӗрекенсене, декабрь уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен вакцинаци иртме сӗнеҫҫӗ. Прививка тунӑ хыҫҫӑн иммунитет икӗ эрне хушшинче йӗркеленет.
Тутарстанри медицина организацийӗсенче халӗ 23 пин ытла доза вакцина пур. Ҫавӑн пекех тухтӑрсем профилактика мерисене аса илтереҫҫӗ: чирлисемпе сахалрах хутшӑнмалла, медицина маскипе усӑ курмалла.
Нет комментариев