Ноябрӗн 19-мӗшӗнче «Газпром трансгаз Казань» тулли мар яваплăхлă общество тата Тутарстанри Патшалăхăн çурт-йӗр инспекцийӗ (ГЖИ) «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире хӗле хатӗрленессине сӳтсе яврӗç.

Тӗпрен илсен кил-хуçалăхӗнче усă куракан газ хăрушсăрлăхӗ çинчен пычӗ калаçу. Мероприятие «Газпром трансгаз Казань» Тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнӑй директорӗн производство енӗпе ӗçлекен çумӗ Рамис Саляхов тата ТР Патшалӑх çурт-йӗр инспекцийӗн (ГЖИ) пуçлӑхӗн çумӗ – патшалӑхӑн тӗп çурт-йӗр инспекторӗн çумӗ Наталья Воронская хутшӑнчӗç.
Тӗлпулура Рамис Саляхов кӑçалхи 11 уйӑхри статистика кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ. 2024 çултанпа «Газпром трансгаз Казань» ГЖИпе пӗр пысăк ӗç илсе пырать. 2026 çулта 59 закона пăсса пурăнмалли çурт-йӗре хăйсем пӗлнӗ пек улăштарнă. 67 тӗслӗх никамран ирӗк ыйтмасăр оборудовани улăштаракансем те тупăннă. Кашни фактпа хушу панă, газовиксене техобслуживани тирттерме хваттерсене кӗртмен 672 абонента административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
ГЖИ представителӗсем пӗрлехи ӗçӗ çинчен каласа пачӗç. Республикăн виçӗ хулинче – Хусан, Элмет тата Пӗкӗлме - кивӗ пурӑнмалли çурт-йӗр фончӗ пысăк. Вӗсем валли ятарлӑ
мероприятисен планӗсене туса хатӗрленӗ. Рейдсем йӗркелесе çурт е хваттер планировкисене закона пăсса улăштарнисене тупса палăртаççӗ; вентиляци системисене тӗрӗслеççӗ тата пурăнакансен хăрушсăрлăхӗшӗн ытти ӗçсем тăваççӗ.
Спикерсем çутӗçе те чылай вăхăт уйăрчӗç.
Рамис Саляхов компани пуçламӑш классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ «Газинур тата унӑн
команди» ӗç тетрачӗпе паллаштарчӗ, вӑл шкул ачисене хӑрушсӑрлӑх правилисемпе вӑйӑ урлă паллаштарать. Кӑларӑм ТР Вӗрентӗве аталантаракан институтра рецензи илнӗ, республикăри шкулсене тӳлевсӗр валеçӗç ăна. Цифра хутлӑхӗ валли вара «Яндексӑн» сасӑ пулӑшуçи никӗсӗ çинче «Газ гичӗ» ӑсталӑха ӗçе кӗртнӗ. Интерактивлӑ тренер темиçе режимпа ӗçлет: правилӑсене пӗлмелли викторинӑран пуçласа ЧП чухнехи экстреннăй инструктаж таранах.
Спикерсем хӑрушсӑрлӑха ӳстерес тӗлӗшпе нумай хваттерлӗ çуртсенче газа шута илмелли интеллектуаллӑ приборсем вырнаçтарни ăнăçлă утӑм пулассине те палӑртрӗç.
Юлашкинчен республикӑра пурӑнакансене хăрушсăрлăх правилисем пирки аса илтернӗ: мӑрьесенчи туртӑма тӑтӑшах тӗрӗслемелле, вентиляци шӑтӑкӗсене хупмалла мар.Çурт ӑшӗнчи тата хваттер ӑшӗнчи газ оборудованийӗсене пӑхса тӑма газ службин специалисчӗсене кӗме май туса памалла. Çак ансат ӗправилăсене пăхăнни çуртсенче хӑтлӑхпа хӑрушсӑрлӑха упрама пулӑшаççӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев