Кинофестивале хутшăнакансем валли – паха сӗнӳсем
Çӗнӗ хыпарсем

Кинофестивале хутшăнакансем валли – паха сӗнӳсем

«Сувар» хаçат шкулта 5 – 11-мӗш классенче вӗренекенсен хушшинче «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурс ирттерет. Çак проекта хутшăнакансем валли ятарласа памятка хатӗрлерӗмӗр.

Фото сгенерировано ИИ.Илемлӗ (художественное) кино валли 

1. Ансат шухӑшран пуçла

Ӳкерме пуçличчен хӑв умна çак ыйтăва ларт: «Манӑн фильм мӗн çинчен пулӗ?» Çакна пӗр предложенипе хуравлама тăрăш. Тӗслӗхрен: «Арçын ача кивӗ çыру тупать те кукамӑшӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлет». Сюжета пӗр предложенипе уçса параймастăн пулсан – апла шухăшӗ кăткăс сан. Ансатлат. Кӗске метражлӑ фильм вӑл – темиçе истори мар, пӗр истори. 

2. Сценари çыр 

Сценари вӑл «кам мӗн калани»  кӑна мар. Ку вăл ӗç планӗ: ӗçсем ӑçта пулса иртеççӗ, унта кам хутшӑнать, мӗн пулса иртет, геройсем мӗн тăваççӗ тата ытти те. Ансат форматпа усӑ курма тăрăш. Кӗске сценари те кино ӳкерессине кирлӗ пек йӗркелеме пулăшӗ. 

3. Актерсене сӑн-сӑпата кура мар, характерне кура суйла

«Хитрисене» ан шыра. Шутланă сăнара уçма актер характерпа тата темпераментпа çывăх пултăр. Лӑпкӑ герой – лӑпкӑ актер, хаваслӑ-тăк – хаваслă. Камерӑран хӑраман пӗр класра вӗренекенсене, туссене, тӑвансене роль сӗнме пултаратăн. Актер вӑйлӑ туйӑм выляма пултараймасть пулсан – ан хисте. Роле хăнăхма вăхăт пар. 

Фото из архива редакции

4. Ӳкерес умӗн репетици тӑвӑр

Ӳкерме пуçличчен сценарие 2-3 хут сасӑпа вулӑр. Актерсем сценăпа паллашчăр, ăна тата пӗр-пӗрне хăнăхчăр, текста вӗренччӗр. Çакăнта ӳкерӳ ӗçӗн çитменлӗхӗсем тӳрех курăнӗç. Калăпăр, текст ăçта чӗррӗн янӑ­рать, ӑçта начар. Енчен те актерсен диалогӗ йывăррăн çыхăнсан сӑмахсене улӑштар, ансатрах ту. Репетицире импровизацилеме пулать, тепӗр чухне чи лайӑххи çапла çуралать.

5. Кадрсене кӗске татӑксемпе ӳкер

Пӗтӗм сценӑна пӗр вӑрӑм дубль­пе ӳкерме ан тӑрӑш. Сценӑна кадрсем çине пайла: çывӑх план, пӗтӗмӗшле план, çурӑм хыçӗнчен, детальсем. Кӗске татӑксенчен кайран фильм пухма çӑмӑлрах. Ылтӑн правило: кашни кадра кирлинчен 5 çеккунт ытларах ӳкер, монтаж тунӑ чухне хӑвна тав тăвăн кайран.  

6. Кино сассине лайăх ­çыр­тар 

Япӑх картинӑна каçарма пулӗ, япӑх сасса – çук. Микрофон çук пулсан – шавсăр вырӑнта ӳкер. Чӳречесене хуп, телевизорпа холодильнике сӳнтер. Камерӑна çул çывăхне ан ларт. Сценăра диалог пур-тӑк – микрофон актерсем çывӑхнерех пултӑр. Сасӑ япăх çырăнсан ăна уйрăм çыртар. Актер текста шавсăр вырăнта калатăр та кайран ăна видео çине хурăн.

7. Монтаж ансат та ăнланмалла пултăр

Монтаж вӑл кадрсене касса илемлӗ пухни мар. Вӑл калав. Ытлашши япаласене кăларса пăрахнинчен пуçла: ӑнӑçсӑр дубльсене, тӑхтавсене, актер текста маннӑ самантсене. Историе малалла тăсаканнисене çеç хӑвар. Музыкӑна юлашкинчен, картина йӗркеленсе çитсен тин суйла.  Вӑл сюжет туйӑмне  вӑйлатма кирлӗ. Монтаж  тума çак программăсемпе усă курма пултаратăн: DaVinci Resolve, CapCut, Kdenlive.

Фото сгенерировано с помощью ИИ.

Документлă кино валли 

1. Историн геройне туп

Документлӑ фильм вӑл – пӗр-пӗр çын, пулӑм, объект е ытти тема историйӗ. Хăвна килӗшекен героя, мӗне те пулин суйласа ил. Герой санăн çывăх çынну – аслаçу-асаннӳ е кукаму-кукаçу, аçу-аннӳ, тренер, вӗрентекен, ветеран е пӗр класра вӗренекен ача та пулма пултарать. Чи кирли – сан герой хӑйӗн историне каласа пама килӗштӗр. 

2. Ыйтусем хатӗрле, анчах план­ран пӑрӑнма та хатӗр пул

Малтанлăха 7 – 10 ыйту хатӗрлесе хур, çăмăлраххисенчен пуçласа кăткăсраххисем патне ут. Сăмахран: «Эсир ăçта çуралнӑ?», «Ку ӗçпе хăçан аппаланма пуçланă» ыйтусенчен пуçла та майӗпен харпӑр характерпа шалти пурнăçне уçса парасси патне ут: «Ку ӗçре чи йывӑрри мӗн пулчӗ?», «Мӗнле туйăмсем çуралчӗç сирте?» тата ытти те. Хӑвӑр çуралнă вырăн, шкул историйӗ çинчен каласа парас тетӗр пулсан ял, шкул хăçан йӗркеленсе кайнине, вӗсен ячӗ епле пулса кайни, вӗсен историйӗнчи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем çинчен каласа парăр.  

Тӗп правило: геройăн хуравӗсене тимлӗ итле. Çын интереслӗ те пӗлтерӗшлӗ пулăм е самант çинчен каларӗ-тӗк ыйтусен списокне манса темăна уçăмлатма май паракан ыйтусем пар. Чи вӑйлӑ самантсем сценарипе çуралмаççӗ.

3. Интервьюна шавсăр, çутӑ вырӑнта ӳкер

Пулас фильм геройне  çутта хирӗç ларт: чӳрече умне е ятарлă çутта хирӗç. Шавлакан приборсене, техникăна чарса ларт. Камерăна е телефона, ан чӗтрентӗр тесен,  штатив­па çирӗплетсе ларт. Ху камера айккине лар, çын камера çине мар, сан çине пăхса калаçтăр. Ан ман, кадрта «калаçакан пуç» кирлӗ мар, сирӗн диалог чӗрӗ пултăр.   

4. Калаçнине çеç мар, пурнӑçри самантсене те ӳкер 

Документлӑ фильм вӑл «калаçакан пуç» мар. Героя кулленхи пурнăçра ӳкер – мӗнле ӗçленине, апат пӗçернине, уçӑлса çӳренине тата ыттине. Çак кадрсем çын сăнарне туллин уçса пама пулăшаççӗ.   Кайран монтаж тунӑ чухне çак кадрсене интервью çине хурса эсир ăна чӗрӗрех тăватăр. Детальсем çинчен ан ман: алӑсем, япаласем, çын пурăнакан вырăн, лару-тăру. Çак вак-тӗвексем сăнара калаçуран кая мар уçса пама пулăшаççӗ. 

5. Хуравсене шухӑшласа ан кӑлар

Документалистика вӑл – тӗрӗсси. Çын мӗн-тӗр çинчен каларӗ пулсан, тепӗр хутчен, анчах эмоциллӗрех калама ан ыйт.  Уншăн хуравлама та ан тăрăш кадрта. Каланин пӗлтерӗшне улӑштарса монтаж ан ту. Калаçура пулнă тӑхтав­сене, иккӗ каланисене касса кӑларма пулать. Анчах çын мӗн шухӑшланине улӑштарса ан кăтарт. 

6. Фильм тытӑмӗ: завязка – сюжет аталанăвӗ – финал

Документлӑ фильмӑн та пуç­ламӑшӗ, варри, вӗçӗ пулмалла. Хӑвӑн геройу кам пулнинчен, вӑл мӗн ӗçленинчен пуçла. Варринче унӑн пурнăç историйӗн йывӑрлӑхӗсемпе пӑрӑнчӑкӗсене кӑтарт. Финалта паянхи кун çаксем уншăн мӗн пулнине, хăйшӗн мӗнле пӗтӗмлетӳ тунине уçса пар. Пӗрремӗш кадра çын е пулăмăн чи интереслӗ самантӗнчен пуçлама пулать, истори пуçламăшӗ патне кайран та таврăнма пулать. 

7. Фильма кăлариччен пуçласа героя хăйне кăтарт

Ку вăл çынна хисеп тунипе пӗрле этика нормисене пăхăнни пулать. Хатӗр фильма сан герой хăй пӑхтӑр малтан. Вӑл пӗр-пӗр саманта касса кӑларма ыйтсан – пӗрле сӳтсе явӑр. Çын мӗне те пулин   хирӗç пулсан ан хистӗр, кадра касса илӗр. Çын сире шанни пӗр çухалнă кадртан  пахарах.

 


Чувашский школьный кинофестиваль

Нет комментариев