Альбина Васильева: «Ачасене савăнтарас тесех ӗçе пуçăнтăмăр»
Интервью, статьясем

Альбина Васильева: «Ачасене савăнтарас тесех ӗçе пуçăнтăмăр»

Çак хӗрарăм тӗлӗнтерет. Хăш-пӗри, сăмахран, проблема сиксе тухсан, ăна татса пама май çук е мӗн-тӗр кирли тупăнмасан пăрăнса утать пулсан, вăл апла çын мар. Çуккине тытать те хăй туса хурать. Хусанта пурăнакан виçӗ ача амăшӗ акă ачисемпе кипкеренех тăван чӗлхепе – чăвашла калаçаканскер, ачисем валли чăвашла мультфильмсем шырама тытăнать. Анчах çук вӗсем ниçта та. Вара хӗрарăм тытать те ачисем юратакан мультсериала хăй куçарма шутлать. Çапла вăл тăрăшнипе паян Алексеевсен ачисемпе пӗрле чăваш çемйисенче ӳсекен ытти ачасем те чăвашла мультфильм курма пултараççӗ. «Ми-ми-мишки» анимаци чăвашла «Ик ик упа тус» ятпа интернет уçлăхӗнче çӳрет.

Скриншот с прямого эфираАльбина Васильевапа çывăхрах паллашас шутпа эпир ăна редакцин «Ирхи чей» тӳрӗ эфир кăларăмне чӗнтӗмӗр. Ăна социаллă сетьсен редакторӗ Ксения Романова илсе пырать. Интереслӗ калаçу пулчӗ вӗсен. Унпа сире, хамăр вулакансене те, паллаштарас терӗмӗр. Альбина бизнес-леди те, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмсен союзӗн правлени пайташӗ, ыркăмăллăхçă. 

– Альбина, ырă ир пултăр. Эсӗ паян пирӗн пата кучченеçпе килтӗн. Пысăк тав сана. Çав виçӗ килограмм канфета çисе килограмсем те пуçтаратпăр, паллах (шӳтлет). 

– Халь сирӗн кайран чупас пулать ӗнтӗ. Сирӗн çумри сквер хитре кунта (кулать). 

Ачисем хула чăвашла калаçса ӳсеççӗ

– Çапла тумалла пуль (кулать). Альбина, хăвпа паллаштар-ха? Çемйӳ çинчен те каласа парсам. 

– Çемье пур. Эпир мăшăрпа иксӗмӗр те чăваш. Пирӗн виçӗ ача. Хам эпӗ Чăваш Енрен, Ел­чӗкрен. Кунта вӗренме килнӗ те, юлтăм вара. Упăшка Тутарстанри Апас районӗнчен. Хусанта пурăнатпăр. Пирӗн икӗ хӗр те пӗр ывăл. 

– Хусанта пурăнсан та эсир мăшăрăрпа, ачăрсемпе чăвашла калаçатăр. Йывăр-и ачасене чăвашла вӗрентме пысăк хулара пурăнса? Тен, сирӗн вăрттăнлăхсем пур?

– Мӗнле калас, çăмăл та, çа­вăнтах йывăрлăхсем те пур. Çăмăлли вăл – эпир иксӗмӗр те чăваш, хамăр хушăра чăвашла калаçатпăр. Вăл кулленхи пурнăçри чӗлхе. Ачасем çуралсан, асли 9 çул каялла çуралчӗ, килте чăвашла калаçма йышăнса унăн та  чӗлхи чăвашла уçăлчӗ. Садике каяс умӗн кăна вырăсла вӗрентме пуçларăмăр. Иккӗмӗш тӳрех икӗ чӗлхепе калаçма хăнăхрӗ. Асли патне юлташӗсем килеççӗ те вӗсем вырăсла калаçнипе çак чӗлхене те илтсе ӳсрӗ. Кӗçӗнни кӗçех иккӗ тултарать. Вăл та çапла ик чӗлхе пӗлсе ӳсет. Йывăрлăхӗ – пирӗн таврари пурнăç вырăсла пулнинче. Телевизорпа вырăсла, урамра, шкулта – пур çӗрте те. Чăвашла калаçнине сахал илтетӗн хулара. 

Фото из архива редакции«Ми-ми-мишки» мульт­фильма чăвашла куçарнă

– Эсӗ мана каланăччӗ ӗн­тӗ, тавралăх чăвашла марри­пе «Ми-ми-мишки» мульт­фильма чăвашла куçарма йы­шăннине. Ачăрсене чăвашла калаçтарас тӗллевпе. Çакăн çинчен тӗплӗнрех каласа пар-ха?

– Хӗрӗмӗр чăвашла калаçма пуçланăччӗ ӗнтӗ. Телевизорпа интересленме пуçларӗ. Халь ӗнтӗ пурнăçӗ çапла, ачаран телевизор, телефон. Асли «Ми-ми-мишкисене» пăхма юрататчӗ. Çакна асăрхаса упăшкапа пӗр вăхăтрах çакна чăвашла куçарса пăхар мар-и терӗмӗр. Апла шутларăмăр-тăк – туса пăхмалла. Ӗçлесе курман ку енӗпе, çавăнпа ăнлану та çукчӗ. Вара «Ми-ми-мишкие» тăвакансем çине тухса, вӗсене шăнкăравласа хамăра мӗн кирлине, вăл социаллă проект пулнине ăнлантартăмăр. Ăна ăçта кăларма шутланине пӗлтертӗмӗр.

Канал тăвас терӗмӗр, чăвашлатнă мультиксене вырнаçтарма. Пӗрремӗш ыйту автор правипе çыхăнчӗ. Вӗсене илмесӗр тума пулмасть. Вӗсемпе калаçса автор правине çирӗплетрӗмӗр. Вӗсем пире тӳрех ăнланчӗç. Автор правипе çыхăннă ӗçе вăраха ямарӗç. Тепӗр тапхăр мультика кам куçарассипе çыхăнчӗ. Кам сасăлатать, кам монтаж  тăвать? Исходниксене пире ярса пачӗç.

Çынсене мӗнле тупрăмăр?  Эпир кашни çул «Хавал» лагере çӳретпӗр. Ăна Александр Блинов йӗркелесе пырать. Унта хăвна кирлӗ çынсене тупма май пулать. Çапла Çӗрпӳре пурăнакан Владимир Андреевпа, вăл учительте ӗçлет, паллашрăмăр. Вăл куçаруçă пулчӗ. Сасăлатакансем хитре саслă пулмалла-çке. Вара пукане театрӗнче ӗçлекен артистсем çине тухрăмăр. Çыртарнă сасса ӳкерчӗкпе çыхăнтараканни Юрий Сергеев пулчӗ. Пӗтӗм ӗçе эпир Шупашкарта турăмăр.   

– Ку социаллă проект пулсан та çынсем тӳлевсӗр ӗçлемеççӗ вӗт. Çакăн валли укçа хăвăр кӗсьерен кăлартăр апла? 

– Çапла. Ӗçе пуçласанах кашни тапхăршăн тӳлесе пытăмăр. 

– Кун пирки пӗлсен эпӗ питӗ тӗлӗннӗччӗ. Вăйлă. Пурте пултараймаççӗ. 

– Тăрăшрăмăр ӗнтӗ (сă­пайлăн). 

– Мультфильма куçарнă чух мӗнле йывăрлăхсемпе тӗл пултăр? 

– Пӗрремӗшӗ ӗнтӗ – çав автор прависемпе. Йывăрлăхӗ те ку ӗç пирӗншӗн çӗнӗлӗх пулнипе çеç пулчӗ пулӗ. Иккӗмӗшӗ – çынсене тупасси. Александр Блиновпа ăнчӗ пире. Тавах ăна. 

– Куракансем нумай-и мультфильмăн? Мӗнле площадкăсенче ытларах пăхаççӗ? 

– Малтан лайăх ӗçленӗ чух­не You Tube кăлартăмăр. 1-мӗш сери тухсанах пăхакансем йышлăччӗ. Вăл тухсанах Чăваш наци телевиденийӗ пиртен интервью илчӗ, унтан репортаж вырнаçтарчӗç. Хамăр та хыпар лартрăмăр. Пăхакансен шучӗ темиçе пине çитрӗ. Тӗлӗннӗччӗ. 

– Тата «ВКонтактере» те пур пулас?

– Аха, «ВКонтактере» те пур – «Юмах» каналра, пӗтӗм сери пур унта. Ссылкăпа пăхма пулать. You Tube-ра «Юмах» тесе шырасан тӳрех тухатчӗ, ВКра йывăртарах. Çак проблемăна – «юмах» тесе çырсанах тупăнмаллине туса паракан тупăнсан савăнатăп кăна. 

– Сирӗн хӗрӗрсемпе ывă­лăр мӗнле мультфильмсем ытларах юратаççӗ – чăвашла е вырăсла? 

– Ачасене вӗт вӗсене нумай кирлӗ. Чăвашлисем сахал­­ли­пе ăна та, кăна та пăхаççӗ. Чăваш­ли­не лартса паратпăр та, пăхса пӗтер­сен урăххине суйлаççӗ. 

– Пӗрремӗш хут чăвашла мультик курсан тӗлӗнчӗç пулӗ? 

– Çапла. Аслине ярса панăччӗ, кӗçӗнни пӗчӗкçӗччӗ-ха. Асли курчӗ те тӗлӗнсе: «Анне, вӗсем, Ми-ми-мишкисем, пăх-ха чăвашла калаçаççӗ вӗт?» – терӗ тӗлӗнсе. Шупашкара интервью пама кайсан ăна та пӗрле илнӗччӗ. Мӗнле тунине кăтартрăмăр ăна.  Ларчӗ тӗлӗнсе пăхкаласа.  

– Çакăншăнах тытăннă та пулӗ эсир? 

– Ачасене савăнтарас тесе ӗнтӗ. Малтан 50 сери турăмăр, пӗлтӗр тепӗр 10 серине чăвашлатрăмăр. 

– Ку ӗçе малалла та илсе пырас тетӗр-и? 

– Планра пур. Малалла грант енӗпе ӗçлесе пăхас тетпӗр. Шанатпăр ӗç тухасса.

– Хăвăр ӳкерме шутламастăр-и?

– Ӳкересси йывăртарах. Тата ачасен юратнă мультфильмӗ­сем пуррине шута илмелле. Вӗсене чăвашлатсан аванрах пулӗ тетӗп. Халь ак ман кӗçӗнни пур. Арçын ача та, «Синий трактор» мультика юратать. Техника вӗт, пăхать. Тен, ăна. 

Фото из личного архива Альбины Васильевой.

Бизнес-леди, предприниматель, ыркăмăллăхçă...

– Альбина, эсӗ тӗрлӗ енлӗ çын, бизнес-леди, предприниматель.  Маркетплейсра, унта кăна та мар, хатӗр парнесем сутатăр. 

– В2В (компани хăйӗн продукчӗсемпе услугисене ытти организацисене сӗнни, сутни) майӗпе ӗçлетпӗр. Ман ӗç  организацисем валли Çӗнӗ çула пылак парнесем хатӗрлессипе çыхăннă. Халӗ шăпах сезон пуçланчӗ. Çак парнесенех Яндекс маркет, Озон, Вайлдберрис урлă та сутатпăр. 

– Мӗн вăхăт ӗçлетӗр ку енӗпе?

–  Вун тăватă çул та çитрӗ пуль. Мăшăр пуçласа ячӗ ку ӗçе. Эпир тата алăксемпе ӗçлетпӗр. Халӗ мăшăрăм ытларах алăксемпе ӗçлет. Эпӗ парнесемпе ӗçе илсе пыратăп. 

– Предприниматель ӗçӗнче мӗнле йывăрлăхсем пур? Тен, асра юлнă интереслӗ самантсем пур. 

– Йывăрри те, çăмăлли те ялан пӗрле. Çулран çул мӗн-тӗр улшăнать – çапах малаллах ӗçлетпӗр. 

Фото из личного архива Альбины Васильевой.

– Тутарстанри Чăваш хӗрарăмсен союзӗн активлă пайташӗ эсӗ. Мӗнле проектсемпе ӗçлетӗр?

– Союз ертӳçи Сильвия Николаевна Чаркина чӗнсен паллашма кайнăччӗ. Çавăнтан вара вӗсемпе. Активлисем нумай унта мансăр пуçне те. Тутарстанра Хӗрарăмсен союзӗ пулни вăл питӗ паха. Нумай мероприяти тума тăрăшатпăр эпир. Эсӗ вӗт ху та çав ушкăнра. Ксения эсӗ нумай чух хăв çинчен калама манса каятăн. Пирӗн юлашки мероприятие («Уяв пики») хăвăн капăрлăхусемпе килнӗччӗ. Вăт, кама кирлӗ наци эрешлӗ капăрлăхсем, ку ыйтупа Ксюша патне. 

– Тавтапуç. 

– Мероприятисем çинчен каласан, нумай вӗсем. «Чăваш пики» конкурс икӗ çулта пӗрре пысăк шайра иртет. «Уяв пики» Уявра пулать. Туслăх Çуртӗнче чăваш культурипе иртекеннисене те Союз хутшăнмасăр юлмасть. 

– Альбина, эсӗ нумай ача амă­шӗ, бизнес-леди, ыркăмăллăхçă та. Ăçтан мӗн пурин валли те вă­хăт тупатăн? Талăкра сан 24 сехет­рен ытларах пулӗ? 

–  24 сехетре чăнах, пур чухне те ӗлкӗрсе пыма çăмăл мар. Талăкра ман темиçе смена. Хулари нумай çыннăн çавăн пек вăл, ман кăна мар. Сахалтан та эсӗ – анне, ӗçлекен, килти хуçалăха тытса пыракан тата ытти те. 

– Апла вăхăта тӗрӗс йӗркелеме пӗлетӗн. 

–  Тăрăшатăп. Урăхла май çук. Ориентирсем пур, çавсенчен тытăнса тăратăн. 

– Асăрхарăм-ха, килсенех эсӗ телефона чарса хутăн. Куртăм, сана пӗр вӗçсӗр шăнкăравлаççӗ, çыраççӗ. 

– Çапла, те сисеççӗ уйрăмах пушă маррине (кулать).

– Альбина тавах пирӗн пата килнӗшӗн, 24 сехетре пирӗн валли те вăхăт тупнăшăн. 

 

Ирина ГОРДЕЕВА çырса илнӗ.

Тӳрӗ эфиртан туса  илнӗ скриншот.


#общество

Нет комментариев