Сентябрӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти Хула строительствипе çыхăну техникумӗн студенчӗсем патне Вырăс писательсен союзӗн (РСП) председателӗ тата «Русская Академия Нравственности» автономлă коммерциллӗ мар организацин президенчӗ Анатолий Аринин, «Атăл» çыхăну батальонӗн командирӗ Виталий Гудырев (позывной Бабр), çавăн пекех Вырăс писательсен союзӗ çумӗнчи вокалпа инструмент ансамблӗ килчӗç.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансем хушшинче сăвăçсем те пурри çинчен никам та шутламан. Анчах Виталий Гудырев хăйӗн чуна пырса тивекен тарăн шухăшлă сăввисене вуласа парса иккӗленӗве сирчӗ. Чăваш Ен çинчен çырнă сăвви уйрăмах тӗлӗнтерчӗ. Каласа хăвармалла, Виталий Николаевич отпуск вăхăтӗнче Чăваш Енре темиçе хут та пулнă, ăна тăван Иркутскран кая мар юратать.
Мероприяти В.Н.Гудыревăн «Братья по судьбе» тата «Мы родною гордимся страной» сăввисемпе кӗвӗленӗ юрăсемпе малалла тăсăлчӗ. Çак хайлавсен кӗввине А.Н.Аринин çырнă, вӗсене «Данс-рок-капелла» вокалпа инструмент ансамблӗ Анатолий Николаевичпа пӗрле шăрантарчӗ.
Виталий Николаевич студентсене фронтри пурнăçӗ, малти линири кулленхи ӗçсем çинчен пӗр пытармасăр каласа пачӗ. Строитель профессийӗ кирлӗ професси пулнине палăртрӗ. Студентсене вӗренӳре çитӗнӳсем тума сунса çапла каларӗ: «Эсир илекен пӗлӳ питӗ кирлӗ, Раççейӗн çӗнӗ регионӗсене ура çине тăратмалла, эсир çак ӗçе хутшăнасса шанатăп».
Тӗлпулура Виталий Гудырева «Русская Академия Нравственности» организацирен фронт журналистикин академикӗ ятне пачӗç.
Çак тӗлпулу патриотла пысăк ӗçӗн пӗр пайӗ çеç. Маларах Вырăс писательсен союзӗ хула администрацийӗ пулăшнипе «Любовь к Родине через преемственность поколений» ыркăмăллăх литературăпа музыка мероприятийӗ ирттерчӗ, «Атăл» çыхăну батальонӗнче тăракансем шкул ачисемпе тӗл пулчӗç.
Мускаври А.Н.Аринин ертсе пыракан организацисем пурнăçлакан проектсен тӗп тӗллевӗ – сăмах вăйӗ урлă патриотизмпа пӗрлӗх туйăмне ӳстересси, çемье хаклăхӗсене çирӗплетесси, йăхсен хушшинчи çыхăнусене аталантарасси тата пӗр-пӗрне итлеме, ăнланма вӗрентесси.
Тӗлпулура волонтер ӗçне те пысăк тимлӗх уйăрчӗç. Ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах салтаксене пулăшнăшăн А.Н.Аринина 72-мӗш уйрăм мотострелоксен бригадинчен «Фронта пулăшнăшăн» медаль пачӗç.
Светлана ЛУКИЯНОВА-ДЕМИРУС.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев