Хусанти «Залесный сити» пурӑнмалли ҫурт-йӗр комплексӗнчи «Сувар сделано» управляющий компани картишри ачасен хушшинче интереслӗ Çӗнӗ çул конкурсӗ йӗркелет. «Вӗҫен кайӑксем валли Ҫӗнӗ ҫул ҫырӑшӗ» ят панӑ ӑна.
Акцин тӗллевӗ – Ҫӗнӗ ҫул праҫникӗнче кӑмӑла ҫӗклесси кӑна мар, хӗл каҫма юлакан вӗҫен кайӑксене хӗл каҫма пулӑшасси те. Конкурса хутшӑнас тесен ҫырӑш ӑсталаса аппаланмалла мар. Вӗсене управляющий компани хатӗрленӗ ӗнтӗ. Ачасен ҫав ҫырӑшсене ун патне кӗрсе илмелле те Ҫӗнӗ ҫул е хӗл темипе илемлетмелле. Унтан управляющий компание кӳрсе памалла.
Ӗҫсене декабрӗн 25-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Чи хитре илемлетнӗ ҫырӑшӑн авторӗсене пылак парне кӗтет. Илемлӗ ҫырӑшсене картишри йывӑҫсем ҫине ҫакӑҫҫӗ те управляющий компани хӗлӗпе вӗсем ҫине вӗҫенкайӑксем валли вир кӗрпипе хӗвел ҫаврӑнӑшӗ хурса тӑраççӗ.
Нет комментариев