Хусанти шкул ачисем «Культура шӑматкунӗ» акци вӗçленнӗ май «Çичӗ кӗпер, икӗ урам» çулçӳревре пулчӗç
ТР Наци музейӗ Пӗтӗм Раççейри «Культура шӑматкунӗ. Наци тумӗ: ӑрусене çыхӑнтаракан çип» çулленхи акцин куçӑн пайӗ пулса тӑнӑ «Çичӗ кӗпер, икӗ урам» музейпа вӗрентӳ программине ирттерчӗ.
Музейӗн ӗçченӗсем вӗренекенсемпе Хусан хулинчи 116-мӗш лицейре тӗл пулчӗç. Мероприяти РФ Культура министерстви пулӑшнипе ведомствӑсен хушшинчи «Культура – шкул ачисене» культурӑпа вӗрентӳ проекчӗпе килӗшӳллӗн иртнӗ. Ӑна Раççей Халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулталӑкне халалланӑ.
Экскурсие хутшăнакансем Булак шывӗн çыранӗсемпе тăсăлакан икӗ урама йӗркелӳçӗсем шухăшласа кăларнă вăхăта – XIX ӗмӗр вӗçӗнчи – XX ӗмӗр пуçламӑшӗнче лекеççӗ. Хусан çыннисем юханшывӑн икӗ енӗпе мӗнле пурӑннине, Утӑ пасарӗнче мӗн çинчен пӑшӑлтатнине, хула çыннисен, ял çыннисен пурнӑç йӗркисем мӗнлерех пулнине каласа панă.
Программӑра йӑлана кӗнӗ тум çине – унӑн историйӗ, эрешӗсен уйрӑмлӑхӗсем – пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Шкул ачисем хулара пурăнакансен тумӗ ялсенчинчен уйрӑлса тӑнине, наци йӑли-йӗркин хальхи вăхăтри культурӑри паллисене тӗпчесе пӗлнӗ.
«Çичӗ кӗпер, икӗ урам» программа çитӗнекен ӑрӑва Тутарстанӑн культура еткерӗпе паллаштарса халӑх йӑли-йӗркипе кӑсӑкланассине сыхласа хӑварма, вӗсене упрама тӗллев лартнӑ.
Мероприяти акцин куçӑн программине вӗçлекенсенчен пӗри пулса тӑнă.
«Культура шӑматкунӗ. Наци тумӗ: ӑрусене çыхӑнтаракан çип» çамрӑксене йӑлана кӗнӗ культурӑпа интереслентерме, халӑх тумӗн историйӗпе тата илемлӗх уйрӑмлӑхӗсемпе паллаштарма, çавӑн пекех çӗршывӑн культура эткерлӗхне упрама вӗрентме тӗллев лартнӑ.
Сăнӳкерчӗксем ТР Наци музейӗн пресс-службин.
Нет комментариев