Раççей çыннисем цифра пӗлӗвӗн шайне тата искусствăлла интеллектпа ӗçлес ăсталăха декабрӗн 13-мӗшӗччен тӳлевсӗр тӗрӗслеме пултараççӗ. Çак тӗллевпе «ЦифрАтест» платформăра онлайн-тестировани уçнă.
Хутшăнакансене информаципе ӗçлесси, цифра коммуникацийӗсем, информаципе финанс хăрушсăрлăхӗ, çавăн пекех ИИпе çыхăннă ыйтусене хуравлама сӗнеççӗ. 20 минута тăсалакан теста иртме регистраци кирлӗ мар.
Ыйтусене тӗрлӗ ӳсӗмри ушкăнсем валли – шкул ачисенчен пуçласа аслă ăрури çынсем валли – хатӗрленӗ. Тест иртнӗ хыççăн цифра тата ИИ-компетенцисен шайне пӗлме пулать, харпăр сӗнӳсем тата сертификат параççӗ.
Платформăра çавăн пекех интернетри хăрушсăрлăх, харпăр даннăйсене хӳтӗлесси тата хальхи технологисем çинчен тӳлевсӗр лекцисемпе вӗрентӳ материалӗсем вырнаçтарнă. Унсăр пуçне Раççей разработчикӗсемпе компанисенчен, çав шутра Яндекс Практикумран та, искусствăлла интеллект енӗпе курссем иртме май пур.
Акци кăтартăвӗсем Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнче цифра пӗлӗвӗн тата ИИпе ӗçлемелли хăнăхусен шайне хаклама пулăшӗç. Çак даннăйсемпе вӗренӳ программисене хатӗрленӗ тата управлени йышăнăвӗсене тунă чухне усă курӗç.
Проект «Экономика данных и цифровая трансформация государства» наци проекчӗн «Кадры для цифровой экономики» федераллă проекчӗ шайӗнче пурнăçланать.
Нет комментариев