Çӗнӗ хыпарсем

СВО ветеранӗсем тӳлевсӗр курс иртме пултараççӗ

Тутарстанра ятарлă çар операцине хутшăннисем хăйсен ӗçне уçма тӳлевсӗр курс иртме, çавăн пекех икӗ уйăха харпăр наставник илме пултараççӗ. Ку вӗрентӗве республикăн Экономика министерстви пулăшнипе «Мой бизнес» центр йӗркелет.

Курс программине бизнеса тытса пырассин тӗп енӗсене тӗпчесси кӗрет: мӗнпе ӗçлессине  суйласси, бизнес-шухăша тӗрӗслесси, маркетинг стратегине туса хатӗрлесси тата суту-илӗве хута ярасси. Çавăн пекех хутшăнакансем налогсемпе паллашӗç, финанс модельне тума, сиенсăрлăхе шутлама тата патшалăх пулăшăвне йӗркелеме вӗренӗç.

Лекци декабрӗн 3-мӗшӗнче 10.00 сехетре Тутарстанри «Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри филиалӗнче иртет. Хутшăнас тесен ссылкăпа регистраци иртмелле. Пӗрлехи контакт-центр телефонӗпе 8 (843) 524-90-90 тӗплӗнрех пӗлме илме пулать.


#фондЗащитникиОтечества Меры поддержки участников СВО мой бизнес

Нет комментариев