Раççейри шкул ачисем 7-мӗш класран пуçласа 11-мӗш класс таран кунне çичӗ урокран ытла вӗренме пултараймаççӗ. Кӗçӗн классенче вӗренекенсемшӗн çирӗпрех чарусем ӗçлеççӗ. Çакăн пек нормăсене патшалăхăн тӗп санитари тухтăрӗн постановленийӗпе палăртнă.
Пиллӗкмӗш тата улттăмӗш класс ачисем валли кунне ултă урокран ытла пăхса хăварман. Пӗрремӗш класс ачисем чи нумай тăватă урок, эрнере пӗрре физкультура пулсан – пилӗк урок вӗренме пултараççӗ. 2-4-мӗш классенче куллен пилӗк урок таран, эрнере пӗрре ултă урок (физкультура шучӗпе) пулма юрать.
Шкулта уроксен расписанине тунă чухне ачасем ытлашши ывăнманни пӗлтерӗшлӗ. Кун пек чухне хăш предметсем кăткăс тата хăшӗ ывăнтарма пултарнине шута илмелле. Çакă вӗренекенсене лайăхрах вӗренме, сахалтарах ывăнма пулăшӗ.
Нет комментариев