Тутарстанра электронлă сигаретсемпе вӗсем валли шӗвӗксем вакăн сутма чараççӗ. Тивӗçлӗ закона ТР Раисӗ Рустам Минниханов алă пуснă. Чару 2027 çулхи мартăн 1-мӗшӗнчен вăя кӗрет, пилӗк çул – 2032-мӗш çулхи март уйăхӗн 1-мӗшӗччен – ӗçлет.
Документра палăртнă тăрăх, чару шăпах Тутарстан территорийӗнче вейпсене ваккăн сутассине пырса тивет. Республика никотина илсе çитермелли электронлă хатӗрсене сутма чаракан пӗрремӗш регионсенчен пӗри пулса тăрать.
Халăх сывлăхне, чи малтан çамрăксене хӳтӗлес тӗллевпе çак йышăнăва тунă. Ваккăн сутма чарни çак продукципе усă курассине чакармалла.
Тутарстанра вейпсем сутма чарни пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Закон о запрете розничной продажи электронных систем доставки никотина и жидкостей
Нет комментариев