Рустам Минниханов вейп сутма чарнă
Тутарстанра электронлă сигаретсемпе вӗсем валли шӗвӗксем вакăн сутма чараççӗ. Тивӗçлӗ закона ТР Раисӗ Рустам Минниханов алă пуснă. Чару 2027 çулхи мартăн 1-мӗшӗнчен вăя кӗрет, пилӗк çул – 2032-мӗш çулхи март уйăхӗн 1-мӗшӗччен – ӗçлет.