Çӗнӗ хыпарсем

Ноябрӗн 17 – 19-мӗшӗсенче Тутарстанра Ял çамрăкӗсен форумӗ иртнӗ

Унта республикăн 33 районӗнчен тата Хусанти патшалăх аграри университетӗнчен 200 çамрăк хутшăннă.

Форума хутшăнакансем яллă территорисене, çамрăксен пӗрлешӗвӗсене аталантарас ыйтусене, çӗнӗ майсене пурнăçламалли мелсене сӳтсе явнă.

Участники форума сельской молодежи в Казани

Çамрăксем «Росмолодежь.Гранты» эксперчӗ Анна Синеглазова ертсе пыракан социаллă проектировани занятине, командăллă тренингсене, квизсене, ертсе пыма вӗрентекен ăмăртусене хутшăннă. ТР Çамрăксен обществăлла организацийӗсен ассоциацине аталантарасси тата унăн ӗçне çӗнӗ активистсене явăçтарасси пирки калаçнă.

Форумăн юлашки кунӗнче çамрăксем ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗпе Владислав Усановпа тата ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин Наука, вӗрентӳ тата инновациллӗ технологисен уйрăмӗн пуçлăхӗпе Алмаз Гамировпа тӗл пулнă, ял çамрăкӗсене пулăшмалли мелсемпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.

«Районсенче тăван тăрăхӗн пурнăçне лайăх енне улăштарас, хăйсем тавра пӗр шухăшлисене пухас текен çамрăксем нумай. Хамăр енчен çак пуçарăва пирӗн тӗрев памалла, хастарсене ӗçлеме майсем туса памалл. Пӗлтӗртенпе Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов пуçарнипе «Ял çамрăкӗсем» программăна пурнăçлама укçа уйăрассине ӳстернӗ. Ку ӗçе эпир малалла та аталантарăпăр, çамрăксен пӗрлешӗвӗсене çирӗпленме пулăшăпăр, çӗнӗ çынсене явăçтарăпăр. Ку тӗллевсем «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчӗннипе пӗр килеççӗ», – тенӗ Владислав Усанов.

 

Сăнӳкерчӗк ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-службин.


форум

Нет комментариев