Çӗнӗ хыпарсем

Шкулта ачасен хăйне мӗнле тытни хаклаççӗ

Раççей шкулӗсенче 2-8-мӗш классенче вӗренекенсен хăйсене мӗнле тытнине çӗнӗ балл системипе хаклас тӗлӗшпе эксперимент пуçланать. Кашни регионран унта хутшăнма сахалтан та вунă шкул суйланă. Вӗренекен чи нумай 30 балл пухма пултарӗ. Хаклавсене класс ертӳçисем ытти педагогсен шухăшне шута илсе чӗрӗк е çулталăк хушшинче тăваççӗ.

Шкул ачисене тӗрӗслемели тăватă тӗп правило:

  1. Дисциплина (12 балл таран): расписание пăхăнни, тӗрӗс тумланни,  уроксенче тимлӗ пулни.
  2. Вӗренекен ытти ачасемпе мӗнле хутшăнни (6 балл таран): хутшăнма пӗлни, ыттисене кӳрентерменни, хирӗçӳсем çукки.
  3. Аслисемпе хутшăнни (6 балл таран): вӗрентекенсене хисеплени тата вӗсен хушнине пурнăçлани.
  4. Вӗренекен хăйне шкул тулашӗнче мӗнле тытни (6 балл таран): хулиганла хăтланмалла мар, япаласене пăсмалла мар, полиципе пăтăрмаха лекмелле мар.

Вӗренекенсем виçӗ хак илме пултараççӗ:

  • «образцовое поведение» (24-30 балл) – вӗренекен хăйне лайăх тытать.
  • «допустимое» (10-23 балл) – ӗренекен пӗтӗмӗшле лайăх, анчах йывăрлăхсем пур.
  • «недопустимое» (0-9 балл) — вӗренекен хăйне япăх тытать.

Çак тытăм вӗренекенсем хăйсене мӗнле тытнине лайăхрах ăнланма, йывăрлăхсем пулсан вăхăтра асăрхама пулăшасса шанаççӗ.


Образование оценка поведения

Нет комментариев