«Пӗчӗк шăпчăк» республика конкурсӗн муниципаллă тапхăрӗнче аксусем пӗрремӗш пулчӗç. Ноябрӗн 24-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнчи вăтам шкулта, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн çумӗн Вера Александрован çуралса ӳснӗ тăван ялӗнче иртрӗ вăл. Çак шкулта вӗренсе поэзире пӗрремӗш утăмсем тунă вăл. Хальхи вăхăтра шкул директорӗнче вара унăн иккӗмӗш сыпăкри тăванӗ Алексей Никитин ӗçлет. 2018 çултанпа вăл çак должноçра вăй хурать. Шкулта вара Хусанти патшалăх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнăранпа – 1984 çултанпа ӗçлет. Алексей Дмитриевич пире çар паттăрлăхӗн музейӗпе те паллаштарчӗ. Экспонатсен енчен питӗ пуян вăл. Ун пирки уйрăммăн çырса пӗлтерӗпӗр.
Питӗ ăшшăн кӗтсе илчӗç пире кунта. Малтан иккӗмӗш хутри коридорта хатӗрленӗ ал ӗç маçтăрӗсен куравӗпе паллашрăмăр. Чи малтан тӗрленӗ алшăллисем куç тӗлне пулчӗç. Кун пек тӗрӗсем урăх çӗрте курман эпӗ. Сарăхнă пир çинче çын кӗлеткине тӗрленӗ, ун икӗ енӗпе утсем тăраççӗ. Аксури ЧНКЦ председателӗ Роза Чентаева ăнлантарнă тăрăх, салтака каякансем валли ятарласа çапла тӗрленӗ иккен алшăллисене. Бисертан тӗрлӗ капăрлăхсем, пукане ăсталакансем, картина ӳкерекенсем те пур кунта.
Тăван чӗлхе вăл сывлăш пек
Фестиваль-конкурс шкулти акт залӗнче иртрӗ, сăвă-юрăпа янраса тăчӗ вăл. Ларма пушă вырăн çук. Паянхи кун ял шкулӗсем пушанса пыраççӗ те, Емелькинăри вăтам шкулта çӗр ытла ача курма çав тери кăмăллă пулчӗ. Паллă ӗнтӗ, вӗсем пурте кунта вӗренекенсем мар. Конкурса хутшăнас тӗллевпе Аксу районӗнчи чăваш шкулӗсенчен килсе çитнӗ шăпăрлансем. Историрен пӗлетпӗр, ку района чăвашсем тӗплесе янă. Йăхташăмăрсенчен хăшӗсем мăсăльман тӗнне илнипе ратни ратнипе тӗп ялтан тухса кайса çӗнӗ ялсем йӗркеленӗ, анчах ял ячӗсене çавсенех хăварнă. Акă мӗншӗн кунта пӗр ятлă «кивӗ» тата «çӗнӗ» ялсем çав тери нумай.

Шел те, анчах çак тахçан çара чăваш тăрăхӗ пулнă районта та паян чăвашсен шучӗ чакса пырать. Тӗп сăлтав – тăван чăваш чӗлхипе ачасем калаçманни. Калаçтарманни тесен тӗрӗсрех пулӗ, мӗншӗн тесен ашшӗ-амăшӗ ниепле те тăван чӗлхе хаклăхне ăнланса çитереймест. Тăван чӗлхе вăл шыв пек, сывлăш пек хăйпе хăй пулмалли япала-çке! Чăрмантармасть вăл ытти чӗлхесене, предметсене вӗренме – пулăшать çеç! Хăçан çакна ăнланса çитӗ-ши пирӗн халăхăмăр?
Шăп çак тӗллевпе ӗнтӗ Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗ «Пӗчӗк шăпчăк» республика фестиваль-конкурсне ирттерме йышăннă та. Пуçарăва ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан ытти халăхсен чӗлхисене аталантарассипе тата сыхлассипе комисси хапăлласах тӗрев панă. Кунтан тӗлӗнмелли çук, мӗншӗн тесен республикăра тăван чӗлхесене вӗренме условисем те туса параççӗ, тӗрлӗ проектсем те ирттереççӗ.

ТР ЧНКА Канаш председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев пӗлтернӗ тăрăх, малтанласа конкурса заявкăсем пит килмен пулсан, паян кунне теçетки-теçеткипе çитеççӗ.
«Паяна Аксу, Нурлат, Çарăмсан районӗсем пуринчен ытларах активлăх кăтартаççӗ. Çӗпрелпе Пăваран килеççӗ. Шел те, аутсайдерсем те пур. Хальлӗхе Теччӗ, Кайпăç, Апас, Спас, Çӳлту, Çӗнӗ Шуçăм районӗсенчен пӗр заявка та çитмен. Çапах вӗсем те хутшăнасса шанатпăр», – терӗ вăл.
Пӗрремӗшсем
Аксу районне пысăк хавхаланупа çитрӗмӗр. Çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç Емелькинăри шкулта хаклă хăнасене. Çавсем хушшинче ТР ЧНКА Канаш председателӗн пӗрремӗш çумӗ, çыравçă Константин Малышев, Емелькино ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Нина Михайлова, Аксу муниципаллă районăн вӗрентӳ уйрăмӗн наци вӗрентӗвӗн методисчӗ Айгуль Хамитова, Аксури ЧНКЦ председателӗ Роза Чентаева тата эпир, суварçăсем, пултăмăр.

Фестиваль-конкурсăн муниципаллă тапхăрне Аксури Чăваш наципе культура центрӗ Аксури вӗрентӳ уйрăмӗн пулăшăвӗпе тата ЧНКА тӗревӗпе йӗркелесе ирттерчӗ. Автономи пӗр ачана та парнесӗр хăвармарӗ, пурте чăваш чӗлхипе литературин кӗнекисене тивӗçрӗç. Вырăнти чăвашсен пӗрлӗхӗн ертӳçине Роза Чентаевана тивӗçлипе тав тăвас килет. Мероприяти чăннипе чăваш чӗлхипе культурин уявне çаврăнчӗ. Конкурс вӗт вăл сцена çине пӗр-ик минутлăх тухнипе кăна мар. Вăл ачасене хăнăхнă йӗркерен пăрса чăвашлăх тӗнчине туртса кӗрсе кайса вӗсен шухăшлавне улăштарнипе хаклă.
Сцена çине тухиччен репетицисене çӳремелле, материалпа ӗçлемелле, ăна ăша хывмалла. Ку вара йӗрсӗр çухалмастех. Ачан шалти ăс-тăнне кӗрсе вырнаçатех. Çавăнпа вӗсене чăвашлăх атмосферине ытларах та ытларах туртса кӗмелле, интереслентермелле, ӗçлеттермелле. Унсăрăн ав мӗн патне килсе туха пуçларăмăр – тăван чӗлхепе акцентпа калаçакансене хăнăхса пыратпăр, чăвашла таса та яка, çăвар тулли калаçакана курсан вара тӗлӗнетпӗр.
Маттур та пултаруллă
Çапла калас килет пурин çинчен те. Акт залӗнче ларакан ача-пăчана курсан чун хӗпӗртерӗ. Мӗн чухлӗн вӗсем! Ача садӗнчен пуçласа аслă классем таранах хутшăнма кăмăл тунă. Савгачевăри 1-мӗш ача садӗнчен тата вăтам шкултан, Кивӗ Илтрекьелӗнчи, Кивӗ Тимушкелӗнчи «Солнышко» ача сачӗсенчен, Сӗнчелӗнчи Н.Т. Савруков академик ячӗллӗ вăтам шкултан, Çӗнӗ Тимушкелӗнчи, Кивӗ Саврăшри, Чăваш Енрусьелӗнчи тӗп шкулсенчен, Кивӗ Ӳселӗнчи вăтам шкултан, Аксури 2№ шкултан хутшăнчӗç конкурса.

Вокал, илемлӗ вулассипе тата сцена пултарулăхӗпе паллаштарчӗç шăпăрлансемпе шкул çулӗнчи арçын ачасемпе хӗрачасем. Вӗсем тăван чӗлхепе юрланине, сăвă каланине пăхса ларма çав тери кăмăллă пулчӗ. Пӗчченшерӗн те, ушкăнпа та юрларӗç, сăвă вулакансем те йышлă пулчӗç. 40-е яхăн ача хутшăнчӗ конкурса.

Чи пӗчӗккисен шутӗнче Евдокия Журавлевапа (Савгачевăри ача сачӗ), Кристина Ермолаева тата «Солнышко» ансамбле çӳрекенсем (Кивӗ Ильтрекелӗнчи ача сачӗ), Роксолана Шуркина (Кивӗ Тимушкелӗнчи «Солнышко» ача сачӗ) пулчӗç. Кӗçӗн классенче вӗренекенсенчен Алексей Алексеевпа (Кив Саврăшри вăтам шкул), Анастасия Чистова (Аксури 2№ шкул) пысăк пултарулăхпа палăрчӗç. Сцена пултарулăхӗ номинацире «Бисеринка» (Сӗнчелӗнчи академик Н.Т. Савруков ячӗллӗ вăтам шкул) ушкăн «Кукамай çуралнă кун» сценка лартса савăнтарчӗç.

Емелькинăри вăтам шкулти 5-8-мӗш классем «Укçа тупни» сценка лартса пит ăста хăйсене кăтартрӗç. Савгачевăри шкулта вӗренекенсен вокал ушкăнне уйрăммăн палăртас килет, вӗсем «Акăшсем» юрра пит хитре те чуна тивмелле юрларӗç. Ертӳçӗрен, педагогран нумай килет çав. Ку шкулта музыка урокӗсене пултаруллă композитор Владимир Егоров илсе пырать. Профессионал алли тӳрех сисӗнет.

Çапла темиçе сехет сисӗнмесӗр иртсе кайрӗ. Конкурс вӗçленсен килнӗ хăнасене сăмах пачӗç. Вӗсем ачасене тăрăшса вӗренме, тăван чӗлхене юратма сунчӗç. Роза Николаевна ЧНКА ертӳçисене, районти вӗрентӳ уйрăмне, Емелькинăри вăтам шкул администрацине конкурс тапхăрне ăнăçлă ирттерсе яма пулăшнăшăн тав турӗ. Ачасене чăваш историйӗпе кăсăклантарас тӗллевпе интереслӗ историсем каласа пачӗ.
Константин Малышев тăван чӗлхене пӗлни пурнăçра ялан кирлӗ пулнине, çав шутра вăл пурнăçа сыхласа хăварма пулăшнине те палăртрӗ.
«Ак СВОри пӗр юлташ каласа пачӗ кăна. Вӗсем тăшман ункине лексен шăпах чăваш чӗлхи вӗсене унран тухма пулăшнă. Вырăсла калаçнине вӗсем ăнланаççӗ, пирӗн атьсем хăйсем хушшинче чăвашла калаçнă та ним те ăнланман, вӗсен шухăшӗсене пӗлеймен. Вăт çапла, калаçăр хамăр чӗлхепех», – терӗ вăл.

Конкурс пӗтӗмлетӳсем тунипе, çӗнтерӳçӗсене палăртса вӗсене дипломсемпе чысланипе вӗçленчӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Ытти сăнӳкерчӗксене çак ссылкăпа кӗрсе пăхма пулать.
Нет комментариев