Çӗршывӗпех территорисене капитализацилес тапхăр пырать, ку сăмах куллен калаканни мар, çавăнпа ăна ăнлантарса та памалла-тӗр. Кашни çӗр лаптăкӗн çӗршыв экономикине çирӗплетес, ӳстерес çӗрте усăллă пулмалла. Мӗнле майпа? Инвесторсен урлă – вӗсем укçа хывса çӗр лаптăкӗ çинче хăйсен шухăшне, проектне хута яма пултарччăр.
Çакăн çинчен иртнӗ эрнере «Татар-информ» информаци агентствинче Лилия Барисовна Бурганова, Росреестрӑн Тутарстан Республикинчи Управленийӗн ертӳçин çумӗ каласа пачӗ.
РФ Президенчӗн Пр-2120№ хушăвне пурнăçлас тӗлӗшпе Росреестр умне 2030 çулччен территорисен капиталзацине ӳстерме тӗллев лартнă. Мӗн туса ӗçлкӗрмелле çак вăхăтра çӗршывра?
- куçман пурлăха инвентаризаци туса пӗтермелле те куçман пурлӑхӑн пӗрлехи патшалӑх реестрне (ЕГРН) хушмалла.
- çурт-йӗр строительствине тивӗçтерме, наци проекчӗсене пурнӑçа кӗртме çӗрсен банкӗсем йӗркелемелле, вӗсенче 500 пин гектара яхӑн лаптăк пултăр;
- инвестиципе строительство хăвăртлăхне ӳстерес ӗçе вăйлатмалла;
- çӗршыври куçман пурлӑх объекчӗсен пӗтӗмӗшле кадастр хакне пӗр квадриллион тенкӗрен ирттермелле.
Пӗлсе тăма: Тутарстанăн куçман пурлӑхӑн пӗрлехи патшалӑх реестрӗнче (ЕГРН) 4 568 694 куçман пурлӑх объекчӗ (вӗсенчен çӗр лаптӑкӗсем – 1752 919, çуртсем – 1 031 129, туса пӗтермен строительство сооруженийӗсемпе объекчӗсем – 125 554, пӳлӗмсем – 1 659 054)
Территори капитализацийӗ – темиçе йышăнуран тăракан комплекс. Пӗр утăмпа, пӗр ӗçпе экономика хаклăхне ӳстерме çук. Кунта инвентаризаци ирттересси те, куçман пурлăх объекчӗсене экономика çаврăмне хушасси те кӗрет. Паян территорисен капитализацине ӳстерни çӗршывăн пурăнмалли çурт-йӗр, промышленность, инфраструктура строительствине аталантарасси çине витӗм кӳрет. Росреестр çак ӗç-хӗле йӗркелесе пырать.
Ку тӗллевсене пурнăçлама ТР Правительствипе Росреестр кăçал май уйăхӗнче Казаньфорумра Çул карттине йышăнса алă пуснă.
«Уçлăх даннăйӗсен Наци системи»(НСПД) пӗрлехи цифра платформине пӗр ӳстермесӗр каласан Росреестрăн флагман проекчӗ теме пулать. Унпа патшаллăх услугисемпе тивӗçтернӗ çӗрте те усă кураççӗ,территорисене планлассине те ансатлатать. НСПД пӗрлештернӗ электронлă картографи çинче никӗсленет. Патшалăхăн цифра платформи регионти çӗрпе, пурлăхпа, уçлăх даннăйӗсене пӗрлештерет.
Ку системăна Тутарстан Республики пилотлă регион( Пермь, Краснодар крайӗсемпе, Иркутск облаçӗпе пӗрле) пулнă май 2022 çултанпах пурнăçа кӗртме пуçланă, промышленность версине – 2023 çултан. Çӗршывӗпе илсен НСПД системи çине куçасси 2027 çул пуçланиччен вӗçленмелле.
«Уçлăх даннăйӗсен Наци системин» пӗлтерӗшлӗ блокӗсенчен пӗри – ЕГРНа çӗнӗ, кирлӗ информаци кӗртесси. Паяна Тутарстан республикăн, муниципаллă районсен, территорисен зонисен, вăрмансен чиккисем, культура еткерӗсен обьекчӗсем çинчен калакан информацие кӗртнӗ. Çавăн пекех çырансемпе шыв илекен вырăнсене, курортсемпе сиплевпе сывату вырăнсене пӗтӗмпехпалăртнă. Халиччен хуçасăр шутланнă 700 пин куçман пурлăхăн хуçисене тупнă. Çулталăк вӗçлениччен хуласемпе поселоксен, ялсен чиккисем çинчен калакан хыпарсене ЕГРНа кӗртесшӗн.
НСПД пурнăçланă вăхăтрах комплекслă кадастр ӗçӗсене те илсе пыраççӗ. Виçевсем тунă вăхăтра граждансем тӳлевсӗрех хăйсен çурчӗ-хуралтин, пахчин чиккисене палăртма пултараççӗ.
НСПД экосистема сервисӗсемпе ирӗклӗнех онлайн усă курма пулать. Строительство валли ирӗклӗ çӗр лаптăкӗ кирлӗ-и, инвестор пулса укçа-тенкӗ хывасшăн-и, туристсем валли хăна çурчӗсем, кану базисем, глэмпингсем тăвасшăн-и – пӗтӗмпех тупма пулать.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев