«Зоофест Эко» çемье фестивалӗ
Ку шăматкун, октябрӗн 10-мӗшӗнче, Хусанти «Казань Экспо» Халăхсен хушшинчи курав центрӗнче «Зоофест Эко» çемье фестивалӗ иртет. Унта пыракансем пулăшуçă-йытăсемпе ытти чӗрчунсене курма пултарӗç. Вӗсенчен пӗри – Мира ятлă çул кăтартса пыракан лабрадор-ретривер. Фестивале хăй вăхăтӗнче службăра тăнă, халӗ вара отставкăри йытăсене пӗрлештерекен «Звездный Пес» клуб та хутшăнать.