Çӗнӗ хыпарсем

«Зоофест Эко» çемье фестивалӗ

Ку шăматкун, октябрӗн 10-мӗшӗнче, Хусанти «Казань Экспо» Халăхсен хушшинчи курав центрӗнче «Зоо­фест Эко» çемье фестивалӗ иртет. Унта пыракансем пулăшуçă-йытăсемпе ытти чӗрчунсене курма пултарӗç. Вӗсенчен пӗри – Мира ятлă çул кăтартса пыракан лабрадор-ретривер. Фестивале хăй вăхăтӗнче службăра тăнă, халӗ вара отставкăри йытăсене пӗрлештерекен «Звездный Пес» клуб та хутшăнать.

Фестивале курма пыракансене хăйсен пурнăçне этеме пулăшма халалланă йытăсен историйӗсене каласа парӗç. Пӗтӗмпе мероприятие 2 пин ытла йытă-кушак хутшăнать. Программăра лекцисемпе трюклă дрессировка занятийӗсем те, ралли-обидиенс, трейб­бол, дог-фрисби, фристайл енӗпе спорт ăмăртăвӗсем те пур. Специалистсем çавăн пекех ку е вăл ăратлă чӗрчунсене еплерех пăхмаллипе çыхăннă консультацисем те ирттерӗç.

 

Ял хуçалăх ярмарккисем малалла тăсăлаççӗ

Республикăра кашни канмалли кун ял хуçалăх ярмарккисем иртеççӗ. Тăватă эрнере 456, 7 миллион тенкӗлӗх тавар сутнă ял хуçалăх ӗçченӗсем. Пӗлтӗрхи çак тап­хăрпа танлаштарсан кăтарту чылай ла­йăхланни сисӗнет: ӗне ашӗ сутасси 9,2 процента, чăх ашӗ – 10,1, купăста – 15,6, çăнăх – 16,6, услам çу – 17,7 процента ӳснӗ. Çавăн пекех сурăхпа сысна ашӗ, хуратул, пыл, сӗт, сыр тата тип çу ытларах сутма пуçланă. 

Октябрӗн пӗрремӗш вунă кунӗнче Ваттисен декади пулнă май, ярмарккăсенче аслă ăрури çынсене чейпе хăналассине, юрă-ташăпа савăнтарассине йӗркеленӗ.


Нет комментариев