Эпир, «Сувар» ӗçченӗсем, 1993 çулта хаçатăмăр тухма пуçласанах редакцире ӗçлеме пуçланă Виталий Филимонович Елтова яланах асра тытатпăр, ырăпа аса илетпӗр. Вăл пире – иртнӗ ӗмӗр вӗçӗнче, 2000-мӗш çулсен пуçламăшӗнче редакцие ӗçлеме килнӗ çамрăксене – хаçат ӗçне алла илме нумай вӗрентрӗ.

Шӳтлеме юрататчӗ аслă юлташăмăр, темле сӳрӗк кăмăла та çӗклеме пӗлетчӗ. Вăл янраттарса кулса янине ун чух Чистопольская урамӗнчи 5-мӗш çуртăн 2-мӗш хутӗнче вырнаçнă вăрăм коридорăн тепӗр вӗçӗнчи пӳлӗмсенче ӗçлекен кӳршӗ редакцисенчи ӗçтешсем те илтетчӗç. Тивӗçлӗ канăва тухса редакцире ӗçлеме пăрахсан та пирӗнпе çыхăну тытсах тăратчӗ Виталий Филимонович, çӗнӗ хайлавӗсене ярса паратчӗ.
«Эрешмен серепи», «Вăрланă юрату» ятлă кӗнекесем те кăларчӗ пенсире литература ӗçӗпе çине тăрса ӗçлеме пуçланă çыравçă. Шел, 2019 çулхи май уйăхӗн пуçламăшӗнче 78-па пыракан ӗçтешӗмӗр пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ. Шухăш-ӗмӗчӗсем нумайччӗ юлашки вăхăтра ытларах тăван ялӗнче пурăннă калем ăстин. Анчах шăпаран иртме çук çав… Мӗншӗн шăп халь аса илтӗмӗр-ха «Сувар» хаçатăн ветеранӗ пирки? Сăлтавӗ сулмаклă.
Паян, октябрӗн 8-мӗшӗнче, Виталий Елтов çуралнăранпа 85 çул çитрӗ

Аксу районӗнчи Аслă Сӗнчел ялӗнче çуралнăскер, шкул хыççăн Чистайри юханшыв транспорчӗн училищине пӗтерсе рулевой-моторист, слесарь специальноçӗсене алла илнӗ. Малтан хăйӗн специальноçӗпе ӗçленӗ. 1968 çулта вара Аксу районӗн «Ял пурнăçӗ» хаçатӗнче ӗçлеме пуçланă. Çавăн чухнех калавсем çырма тытăннă.
1974 çулта Виталий Филимонович çемйипе Хусана пурăнма куçнă. 1993 çулта «Сувар» хаçат уçăлсан ăна редакци штатне илнӗ. Çӗнӗ хаçата республикăри чăвашсен хушшинче сарас тӗлӗшпе нумай вăй хунă Сӗнчел чăвашӗ. Корреспондентра, тӗп редактор çумӗнче тăрăшнă. Тивӗçлӗ канăва тухсан вăрăмрах калавсем, повеçсем çырма пуçларӗ, кӗнекесем кăларчӗ.
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Нет комментариев