Ӗнер Николай Теветкелӗн чӗри тапма чарăннă
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗнер Николай Теветкелӗн чӗри тапма чарăннă

Çак хурлăхлă хыпара «Хыпар» хаçат МАХри хăйӗн «Пуринчен малтан» каналӗнче çырса пӗлтернӗ. Николай Александрович Теветкел (Петровский) пултаруллă сăвăç, ăста ӳнерçӗ тата куçаруçă пек кӗрсе юлать чăваш халăх историне. Чăваш культурин аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнӗшӗн ăна Чăваш Республикин искусствăсен тава тивӗçлӗ деятелӗ ят парса чысланă. Теветкелӗн сăввисем тарăн шухăшлă, вӗсенче вăл чунне вулаканшăн яри уçать. Кашни ун творчествинче хăйшӗн çывăххине, пăлханнă чунне лăплантарма чи кирлӗ сăмахсем тупать.

Николай Александрович Теветкел 1937 çулхи июлӗн 11-мӗшӗнче Чăваш АССРӗн Йӗпреç районӗнчи Савкка ялӗнче çуралнă. Пурăннă пулсан çитес çул 90 çулхи юбилейне паллă тумаллаччӗ. Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑçи ята ăна 2023 çулта панă. Унччен маларах 1997 çулта ЧР тава тивӗçлӗ ӳнер ӗçченӗ ята. СССР писательсен Союзӗнче 1976 çултанпа тăнă.

Николай Теветкел Шупашкарти ӳнер училищинче (1958-1959), А.М. Горький ячӗллӗ Литература институчӗ çумӗнчи аслӑ литература курсӗнче вӗреннӗ (1979-1981). Ал ӗçне те маçтăр пулнă вăл. Хаклă йышши йывăçсенчен сӗтел-пукан касса кăларма маçтăрскер ăста платник, маляр, художник-оформитель пулнă вăл. Илеме тарăн туяканскер ăна сăмахпа та, киçтӗкпе те, столяр хатӗрӗпе те кăтартма пултарнă.   

Литература ӗçӗнче талантлă поэт, прозаик, драматург, критик, публицист, тӑлмач пек палăрнӑ. Литература ӗçне XX ӗмӗрӗн 60-мӗш çулӗсенче кӳлӗннӗ. Унăн «Çамрăклăх сăввисем» пӗрремӗш сăвă пуххине П. Хузангайӑн, А. Алга, С. Шавли пысăк хак панӑ. Пӗтӗмпе вуннӑ ытла кӗнеке пичетленсе тухнă унăн. Николай Теветкел чӑваш сонетне классика шайне çӗкленӗ. Европа литературин чылай классикӗн хайлавӗсене чӑвашла куçарнӑ, çавсен шутӗнче А. Рембон, В. Гюгон, Р. Киплингăн, А. Мицкевичăн тата ыттисен. Пуринчен ытла Шекспирпа ӗçленӗ, унӑн 154 сонетне чӑвашла куçарнӑ.

Прозаик пек те паллӑ  вăл. «Кукушка на перекрестке»  романӑн пӗрремӗш пайне «Хура сулӑ» ятпа кӑларнӑ. Драматург пек «Киремет» трагеди çырса палăрнă. Ăна нумай çулсем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени çинче кăтартнă. Чӑваш ӳнерçисем çинчен çырнӑ статйисем чӑвашла тата вырӑсла республикӑри хаçат-журналсенче пичетленнӗ.

Унăн паллă хайлавӗсен шутӗнче – «Хӗвел кӗлти» («Сноп Солнца»), «Авӑн уйӑхӗ» («Месяц Овна»), «Янӑравлӑ тӳпе» («Звенящее небо»), «Сонетсем» («Сонеты»), «Сывлӑмпи» («Росиночка»), «Хура сулӑ» («Черный браслет»), «Шурӑ ката» («Белая роща»), «Пробуждение», «Пушӑ гильза» («Пустая гильза») татат ыттисем.

Поэтсем вилмеççӗ, ячӗ халăх астăвăмӗнче пурăнсан чунӗсем – литературăра. 

Çырнă чух https://наследиечувашии.рф сайтри материалпа усă курнă. 


чувашские писатели Николай Теветкел

Нет комментариев