Тутарстан Республикин Наукăсен академийӗ ку эрнере 35 çул тултарнине паллă тăвать. «Наукăсен академийӗ вăл республика аталанăвӗн никӗсӗ. Наукăна хывнă кашни тенкӗ каялла ик-виç хут ытларах ӳссе таврăнать. Çакна кашни ăслă экономист çирӗплетме пултарать», – çапла пӗтӗмлетрӗç ведомство пӗлтерӗшне тӗрлӗ вăхăтра Наукăсен академийӗн президенчӗсем пулнă çынсем.
Тутарстан Республикин Наукăсен академийӗ ку эрнере 35 çул тултарнине паллă тăвать. «Наукăсен академийӗ вăл республика аталанăвӗн никӗсӗ. Наукăна хывнă кашни тенкӗ каялла ик-виç хут ытларах ӳссе таврăнать. Çакна кашни ăслă экономист çирӗплетме пултарать», – çапла пӗтӗмлетрӗç ведомство пӗлтерӗшне тӗрлӗ вăхăтра Наукăсен академийӗн президенчӗсем пулнă çынсем.

ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифинга паянхи президентпа Рифкат Миннихановпа пӗрле ун умӗнхисем – Ахмет Мазгаровпа (2006 – 2016 çç.) Мякзюм Салахов (2014 – 2023 çç.) хутшăнчӗç.
«Ертӳçӗрен нумай килет. Пирӗн вăхăтра та ӗçсем хăвăрт аталанса пычӗç. Анчах Рифкат Нургалиевич тата хăвăртрах ӗçлет. Пире хисеп тунăшăн тав. Брифинга пӗччен те килме пултаратчӗ. Анчах пире манмарӗ. Йăпăлтатса каламастăп çакна, чăннипе çапла. Çынна вырăна хума пӗлни питӗ паха», – терӗ Мякзюм Халимулович.
«Пирӗн республика ăрусен çыхăнăвӗпе палăрса тăрать. Ăçта вăл пур – çав регионта аталану пур. Атăлçири кашни регионта апла мар. Эсир Раис Шаймиева мӗнле хисепленине кăна пăхăр. Çакă мар-и ырă тӗслӗх? Хам çумра сирӗн пек аксакалсем пурришӗн савăнатăп эпӗ», – парăмра юлмарӗ Рифкат Нургалиевич.
Çакăн пек сăмахсемпе çирӗплетрӗç те ӗнтӗ Наукăсен академийӗн командин туслă ӗçне. Малалла виçӗ президент кашни Академийӗн хăй вăхăтӗнчи историлле пӗлтерӗшлӗ ӗçӗсене аса илчӗ.
Шаймиевăн Указӗ Тутарстан ăсчахӗсене упраса хăварма пулăшнă

«Мансур Хасановичран эстафета илсе юлтăм. 8 çул Академие ертсе пытăм. 1991 çулта кăларнă Минтимер Шаймиевăн Указӗ питӗ те вăхăтлă пулчӗ. Йывăр çулсемччӗ, ученăйсем çухалса кайнăччӗ. Совет Союзӗн нумай ученăйӗ – Мускавран, Санкт-Петербургран эмиграцие кайрӗç. Юлнисем тимлӗхрен тухрӗç. Шаймиевăн Указӗ Тутарстана нумай ăсчаха упраса хăварма пулăшрӗ. Эпир республикăна кирлӗ пултăмăр. Çапла майпа республикăн наука потенциалне сыхласа хăвартăмăр. Наукăсен академине Хусан патшалăх университечӗн никӗсӗнче йӗркелени тӗрӗс пулчӗ», – терӗ Ахмет Мазгарович. Ун асаилӗвӗсемпе, республикăна харпăр Академи кирлех те мар текенсем те пулнă. Раççейӗн пур вӗт тенӗ.
«Тӗлӗнмелле мар-и çакă? Ак Европăри виçӗ çӗршывăн Латвин, Литван, Эстонин пӗрле хушсан та ВВП шайӗ Тутарстанăнне çитеймест. Наукăсен академийӗсем вара пур. Чухăнлăхра пурăнакан Эфиопи те хăйӗн академине йӗркелеме тытăнсан шутларăмăр вара – тутарăн мӗн тума академи пулмалла мар вара?»
Çапла 1991 çулта Тутарстанра та Наукăсен академийӗ йӗркеленет. Ахмет Мазгаров шучӗпе, Академи уçни тутар халăхӗн чӗлхине, культурине, наци хăйевӗрлӗхне упраса хăварма пулăшнă. «35 çул хушшинче Академи хăйӗн тӗп задачине пурнăçларӗ – Тутарстан суверенитетне наука енчен çирӗплетрӗ. Вăл тăван чӗлхепе культурăна, историне тӗпчессин вăйлă гуманитари центрӗ пулса тăчӗ. Ку этемлӗхӗн генофондне упраса хăварма кирлӗ. Пирӗн Академин малашӗ пысăк. Халăхсен хушшинчи хутшăнусем çирӗп, нагрузка пысăк. Çак кăткăс вăхăта кăна чăтса ирттермелле», – терӗ иккӗмӗш президент.
Пуррине кăна упранипе малалла каяймастăн
«Эпӗ наукăн тытăмне лайăх пӗлетӗп пулӗ тенӗччӗ, – пуçларӗ сăмаха пӗр вăхăт Хусан патшалăх университечӗн ректорӗ пулса ӗçленӗ Мякзюм Халимулович. – Анчах Академи вăл пач урăх масштаб. Университет вăл специалистсен çӗнӗ ăруне, ученăйсене хатӗрлесен, Академин вара республикăн наукисене пӗтӗмӗшле курма пӗлмелле, университетсене пӗрлештермелле, патшалăхпа, республикăпа, обществăпа ӗçле пӗлмелле. Ку ӗçе хам кӳлӗнсен ума «Мӗнле пулмалла Тутарстанăн Академийӗ 21 ӗмӗрте?» ыйтăва лартрăм. Ахмет Мазгарович 2014 çултах çапла ыйтупа тухнăччӗ, эпир ăна малалла тăсрăмăр», – аса илчӗ Мякзюм Салахов.

Шăп ун вăхăтӗнче ӗнтӗ аслă шкулсен реорганизацийӗ пуçланнă. Университетсен тытăмӗсене, пурлăх базине çирӗплетнӗ. Нумай институтăн çурчӗсене тӗпрен юсаса реконструкциленӗ, Марджани ячӗллӗ Чӗлхепе литература институтне уйрăм çуртпа тивӗçтернӗ.
«Анчах майпен пуррине кăна упранипе малалла каяймассине ăнлантăмăр. Академи ăсчахӗсен вăхăтран хăвăртрах пымалла. Çапла тепӗр пысăк утăм цифровизаципе пуçланчӗ. Чи малтан ку тутар чӗлхипе культура еткерне упраса хăварассишӗн кирлӗ пулчӗ. 21 ӗмӗрте цифра уçлăхне кӗмен чӗлхе хăй вырăнне çухатса пырса йӗрсӗрех çухалать. Çапла цифра формачӗллӗ энциклопедисем хатӗрлеме пуçларăмăр», – асаилӳсен çăмхине тăсрӗ Мякзюм Салахов.
Наукӑна аталантарса республикӑри çынсен ыйтӑвӗсене татса пама тăрăшмалла
ТР Наука академийӗ археологи аталанӑвӗпе истори астӑвӑмне упраса хӑварассине те пысӑк тӳпе кӗртнӗ. Çак тӗпчевсем еткерлӗхе упраса хӑварма пулăшнă, ислам тӗнне йышӑннин пин çуллӑхне уявламалли никӗс пулса тӑнӑ. Хусан пин çулхи хула пулни те Хусан историкӗсемпе археологӗсен ӗçӗ. Хула юбилейне уявлани вара хăйне май республикӑна инвестицисем илӗртме пулӑшнӑ.
«Шанатӑп: чи кирлине тытса пырса тӗнче прогресӗпе хамӑрӑн уйрӑмлӑха пӗрлештермелле. Тӗнчешӗн уçӑ пулмалла, харпăр чӗлхене упрамалла, хамăрăн технологисене шутласа кăлармалла, тăван историне пӗлмелле, наукӑна аталантарса республикӑри çынсен ыйтӑвӗсене татса пама тăрăшмалла. Çакӑнта та эпӗ Наукӑсен Академийӗн миссине куратӑп», – пӗтӗмлетрӗ Салахов.
Рифкат Минниханов Академин 35-çуллăхӗ республикăра пурăнакансемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗ. «Паян Наукăсен академийӗ Раççейшӗн, Тутарстаншăн ӗçлет», – çирӗплетрӗ ӗçтешӗсен сăмахне хальхи Президент. Унтан вăл кӗскен Наукăсен академийӗн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ, кăтартăвӗсемпе çитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗ.
Паянхи задачăсенчен пӗри – наука потенциалне малашлăхшăн ӗçлеттересси
Спикерсен сăмахӗпе, Академин тепӗр пысăк ӗçӗ вăл – тӗнчере саланнă тутар ученăйсене пӗрле пуçтарни. Икӗ хутчен тутар ученăйӗсен симпозиумне ирттернӗ ку хушăра. Çитӗнӳсен шутне Ислам çӗршывӗсен наукăсен академийӗпе туслă çыхăну йӗркеленине те кӗртмелле. Тӗнчери хăш-пӗр Наукăсен академийӗ вӗсем çине çӳлтен пăхма тăнине хирӗç Ислам çӗршывӗсен наука пӗрлешӗвӗн виçӗ академикӗ Нобель премийӗн лауреачӗ пулса тăнине аса илтереççӗ. Мăнаçланаççӗ вӗсем çак туслăхпа.

Рифкат Минниханов палăртнă тăрăх, 35 çул хушшинче Наукăсен академийӗ тӗпчев центрӗнчен пуçласа наукăпа производствăн стратегилле интеграторӗ таран ӳснӗ. Вăл региона технологисем, гуманитари политики, кадрсен тӗревӗ урлă çирӗп аталанма май туса панă.
«Паян пирӗн умра çак задачăсем тăраççӗ: çӗршывпа республикăна технологи суверенитечӗпе тивӗçтересси; производствăн çӗнӗ мелӗсене, логистика коридорӗсене йӗркелесси; импорта ылмаштарасси, историлле тӗрӗслӗхе упрасси; искусствăлла интеллектпа ӗçлесси, экономикăн пуласлăхне проектласси», – терӗ Рифкат Минниханов.
Академи пуçлăхӗн шучӗпе, çак тӗллевсене, технологи суверенитетне ӗнтӗ, наука разработкисем, дисциплинăсен хушшинчи тӗпчевсене аталантарни, ученăйсен çӗнӗ ăруне ӳстерни урлă пурнăçламалла. «Ман умӗн ӗçлекенсем çирӗп никӗс тунă. Академи патшалăхлăхăн никӗсӗ пек йӗркеленнӗ. Кайран наукăпа промышленноçа пӗрлештерекен центр пулса тăнă, цифрăпа гуманитари перезагрузкине чăтса ирттернӗ. Паянхи задача вара – наука потенциалне малашлăхшăн ӗçлеттересси. Улшăнусене кӗтсе лармасăр экономикăпа обществăн пуласлăхне проектласси», – пӗтӗмлетрӗ Рифкат Минниханов.
Сăнӳкерчӗк: https://prav.tatarstan.ru сайтран.
Нет комментариев