Рифкат Минниханов: «Наукăсен академийӗ вăл республика аталанăвӗн никӗсӗ»
Тутарстан Республикин Наукăсен академийӗ ку эрнере 35 çул тултарнине паллă тăвать. «Наукăсен академийӗ вăл республика аталанăвӗн никӗсӗ. Наукăна хывнă кашни тенкӗ каялла ик-виç хут ытларах ӳссе таврăнать. Çакна кашни ăслă экономист çирӗплетме пултарать», – çапла пӗтӗмлетрӗç ведомство пӗлтерӗшне тӗрлӗ вăхăтра Наукăсен академийӗн президенчӗсем пулнă çынсем.