Автор çинчен Анатолий Дмитриевич Ефимов (Хмыт) – писатель-баталист, поэт тата драматург. Раççей Писательсен союзӗн регионри чăваш уйрăмӗн пайташӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗçлӗ учителӗ. Пӗрремӗш хайлавӗ 1990 çулта «Тӑван Атӑл» журналта кун çути курнӑ. 1982 – 1984 çулсенче Афганистанра хӗсметре тӑнӑ. Вӑрçа хутшӑнни унӑн пултарулӑхне те витӗм кӳнӗ. «Вилӗмсӗр кăйкăр юрри», «Ан тăк куççуль, аннеçӗм», «Сар Иван», «Леш тӗнчерен…» (роман-дилоги: «Таркăнсем» тата «Тамăк витӗр»), «Тӗлленмен тӗлӗк», «Турай» тата ытти кӗнеки – пӗтӗмпех Афган вӑрçи темипе çырнӑскерсем.
Анатолий Хмыт çыравçӑ пултарулӑхне кӑмӑллакансем унӑн нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче тухнӑ «Хазара» ятлӑ хайлавӗпе паллашма та ӗлкӗрчӗç пулӗ. Ку роман-хроникӑна Афган вӑрçи темипе çырнӑ. 1979 çултан пуçласа 1989 çулччен пынӑ вӑрçӑ Анатолий Хмыт пултарулӑхӗнче уйрӑм вырӑн йышӑнать. Вӑл хӑй те салтак çулӗсенче ку вӑрçа хутшӑннӑ, çавӑнпа унти лару-тӑрӑва лайӑх пӗлет.
Кӗнеке «Салтак тивӗçӗ» тата «Хазара куççулӗ» пайсенчен тӑрать. Романӑн пӗрремӗш пайӗнче автор тӗп сӑнарсен мирлӗ Чӑваш Енри кулленхи пурнӑçне сӑнлать: çамрӑксем шкула çӳреççӗ, пӗрремӗш юрату авӑрне путаççӗ. Унтан çара кайма вӑхӑт çитет. Ӗнерхи виçӗ шкул ачи – Игорь Гаврилов, Олег Прокопьев тата Володя Михайлов – çар ретне тӑраççӗ. Тивӗçпе чыс мӗнне ӑнланса Тӑван çӗршыва юратма тата ӑна хӳтӗлеме вӗренеççӗ вӗсем. Каччӑсем Кушкӑра вырнаçнӑ 260-мӗш уйрӑм разведка батальонӗнче опытлӑ разведчиксем пулса тӑраççӗ. Анчах служба вӗçленсе пынӑ чух вӗсене Термеза, тин çеç йӗркеленнӗ мотострелоксен 682-мӗш полкне куçараççӗ. Вӗсен чикӗ урлӑ каçса Афганистана кӗмелле!
Иккӗмӗш пайӗ çав вӑрçӑн чи юнлӑ операцийӗсенчен пӗрне – 1984 çулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хазара (Панджшер) ту çурӑкӗнче пулса иртнӗ çапӑçӑва – хронологи йӗркипе сӑнласа парать, çапӑçуран тухман салтаксемпе офицерсен паттӑрлӑхне, уйрӑмах хамӑр ентешсен хастарлӑхӗпе чӑрсӑрлӑхне кӑтартать. Çак çапӑçура мотострелоксен 1-мӗш батальонӗ моджахедсен тӗплӗн хатӗрленӗ капкӑнне лексе питӗ пысӑк çухату тӳсет, вӗсен хушшинче авторӑн ентешӗсем те пулнӑ.
Анатолий Хмыт кӗнекене çырнӑ чух архивсенчи çак çапӑçупа çыхӑннӑ материалсене чылай тишкернӗ. Вӑл çав материалсене тӗпе хурса В.А.Меримский, Л.Е.Генералов, А.А.Ляховский генералсен асаилӗвӗсене вуласа, çав çапӑçура паттӑррӑн çапӑçса пуç хунӑ салтаксемпе офицерсен çырӑвӗсене тишкерсе тата сывӑ юлнӑ хастарсемпе калаçса Хазара ту çурӑкӗнчи трагеди сӑлтавӗсене тӗплӗн тӗпченӗ.
Кӗнеке алçырӑвӗ 2025 çулта Чӑваш кӗнеке издательстви ирттернӗ «Чӑваш романӗ» III литература конкурсӗн çӗнтерӳçи пулса тӑнӑ.
Алина МАЙОРОВА.
А.Хмытăн харпăр
архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Нет комментариев