Тутарстан Республикинчи ялсенче пурăнакан çамрăксене çичӗ конкурса хутшăнма чӗнеççӗ. Призсен фончӗ 2 миллион тенкӗрен те иртет.
Тутарстан Республикин аграри çамрӑксен пӗрлешӗвӗ (ТР АМО) 2026 çулхи сентябрӗн 24-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 1-мӗшӗччен ялта пурăнакан çамрăксенчен çичӗ конкурса заявкӑсем йышӑнать. Çӗнтерӳçӗсене 70 парне сертификатне (кашни 30 000 тенкӗ) парӗç — пӗтӗмӗшле парне фончӗ 2 100 000 тенкӗпе танлашать.
Конкурссем «Ял çамрӑкӗсем» регион проекчӗн шайӗнче иртеççӗ. ТР Çамрӑксен ӗçӗсен тата ТР Ял хуçалӑхӗпе апат-çимӗç министерствисем пулӑшнипе иртеççӗ. «Манӑн çемье — манӑн пуянлӑх» конкурса йӗркелеме ТР Ӗç, ӗçлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви те хутшăнать.
Конкурссем ял пурнӑçӗн тӗрлӗ сферине пырса тивеççӗ: аграри профессийӗсем, управлени, медиа, пултарулӑх, туризм тата çемье. Социаллă статусӗпе конкурса хутшăнакансем шкул ачисем, студентсем, çамрӑк специалистсем, ертӳçӗсемпе çамрӑк çемьесем пулма пултараççӗ.
«Пуласлӑх аграрийӗ: тӗнчене улӑштаракан професси»
Аграри профессине ырласа, чысне ӳстерсе 3 минутлăх видеоролик ӳкермелле. Шкул ачисем, студентсем, АПК çамрӑк специалисчӗсем, фермерсемпе 14-35 çулсенчи предпринимательсем хӑйсем тӗллӗн те, командăпа (2 – 3 çын) хутшӑнма пултараççӗ. 10 номинаци, 10 парне.
«АгроЛидер»
Ку конкурс АПК предприятийӗсен çамрӑк ертӳçисемпе учредителӗсем, фермер хуçалӑхӗсен пуçлӑхӗсем, харпӑр хушма хуçалӑх тытса тăракансем, тирпейлекен предприятисемпе потребитель кооперацийӗн организацийӗсен ертӳçисем валли. 18 – 35 çулсенчи ертӳçӗсем хутшăнма пултараççӗ, должноçри стажӗ çулталӑкран кая мар пулмалла. 5 номинаци, 10 парне.
«Ялӑн çамрӑк управляющийӗ»
Ялта ӗçлекен 18-35 çулсенчи ертӳçӗсемпе вӗсен çумӗсем валли: больницӑсемпе ФАПсенче, шкулсемпе ача сачӗсенче, культура çурчӗсенче, библиотекӑсенче, суту-илӳре, полицире тата пушар хуралӗнче ӗçлекенсене. Ертсе пыракан ӗç опычӗ — çулталӑкран кая мар. Конкурс материалӗсем: заявка, хӑйӗн çинчен, ӗçӗ çинчен видеоролик тата эссе. 10 çӗнтерӳçӗ.
«Ял репортажӗ: ăшӗнчен пӑхни»
14-35 çулсенчи çамрӑксем валли ял пурнӑçӗ çинчен медиаконтент конкурсӗ (2-3 çынран тăракан командăпа хутшăнма юрать). Виçӗ формат: 3 минутлăх видеорепортаж, «Манăн ялти пӗр кун» постсен серийӗ тата 30 çеккунтран ытла мар вертикальлӗ ролик. Çӗнтерӳçе фото-, видео - тата аудиотехника туянма
сертификатсем параççӗ.
«Ялти хавхалану: йăла-йӗркерен пултарулӑха»
14-35 çулсенчи яш-кӗрӗм валли пултарулӑх конкурсӗ. Халӑх промыслисен япалисене, ял темипе хатӗрленӗ арт-объектсене, «Манӑн ялăн илемӗ» сăнӳкерчӗксемпе ял çинчен çырнӑ литература хайлавӗсене кӗтеççӗ йӗркелӳçӗсем. Конкурс онлайн мелӗпе иртет. 10 номинаци, 10 парне.
«Хӑвӑн ялна уç: туристсен маршручӗ»
Унта хутшӑнакансем хӑйсен ялӗпе е районӗпе иртекен туризм маршрутне хатӗрлеççӗ: тӗп вырăнсем, программа, хакӗпе тӗплӗн шутласа ӳкернӗ план. Ӗçе 5-7 слайдран тăракан презентаци пек е буклет манерлӗ йӗркелемелле. Конкурса хутшăнакансем çулӗсемпе 14-35 çулсенче пулмалла, 5 çынран ытла мар командӑпа хутшăнма юрать. 10 çӗнтерӳçӗ. Чи лайӑх проектсен маршручӗсене хута ярассипе специалистсем пулăшӗç.
«Манӑн çемье — манӑн пуянлӑх»
Ку конкурс ялта пурӑнакан çамрӑк çемьесем валли. 35 çултан иртмен мӑшӑрӑн ( тулли мар çемьери ашшӗн е амӑшӗн) çемье историйӗ, йӑли-йӗрки, ял тăнăçлăхне, çитӗнӗвне хывнӑ тӳпи тата малашнехи планӗсем çинчен 3 минутран ытла мар видеоролик ӳкермелле. Ку конкурса ачасемпе хутшăнмасан та юрать. 10 номинаци, 10 парне.
Конкурса хутшăнас текенсен «АМО РТ» мобильлӗ приложенире регистраци иртмелле, унта сӗнекен формăпа заявкăна тултарса конкурс ӗçӗпе пӗрле konkurs@mail.ru электронлă почтăна ямалла. Электронлă çырăвăн теминче хăвăр хутшăнакан конкурс ятне, хăвăрăн ята çырмалла. 18 çултан çамрăкраххисем ашшӗ-амăшӗн е опекунӗсен килӗшӗвӗпе хутшăнма пултарать.
Заявкăсене 2026 çулхи ноябрӗн 1-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Йӗркелӳçӗ заявкăсене ноябрӗн 2-мӗшӗччен тӗрӗслесе ӗлкӗрет, ноябрӗн 2 – 10-мӗшӗсенче жюри пайташӗсем пăхса хаклаççӗ. Ноябрӗн 11– 15-мӗшӗсенче сообществăра онлайн-сасăлав ирттерсе «куракансем килӗштернӗ» конкурсанта палăртаççӗ. Ноябрӗн 19-мӗшӗнче 10.00 сехетре Лайăш районӗнчи «Волга» çамрăксен центрӗнче ТР Ял çамрăкӗсен форумӗнче çӗнтерӳçӗсене призсем параççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Нет комментариев