Рустам Минниханов Раççей Геройӗн Александр Потанинăн çемйипе тӗл пулнă
Тӗп хыпар

Рустам Минниханов Раççей Геройӗн Александр Потанинăн çемйипе тӗл пулнă

Раççей Федерацийӗн Президенчӗн указӗпе çар тивӗçне пурнӑçланӑ чухне тунă паттӑрлӑхшӑн Александр Потанина Раççей Федерацийӗн Геройӗн ятне панӑ (вилнӗ хыççӑн). Рустам Минниханов Геройăн «Ылтӑн Çӑлтӑр» медалне унăн ашшӗпе амӑшне, тӑлӑх арӑмне, ывӑлӗсемпе йӑмӑкне панӑ

Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов медицина службин лейтенанчӗн, ятарлӑ çар операцине хутшӑннӑ Александр Владимирович Потанинӑн çемйипе тӗл пулнине пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби. Тӗлпулу ТР Правительство Çуртӗнче иртрӗ. Унта Тӗп Çар округӗн çарӗсен командующин  тивӗçӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑçлакан Дмитрий Овчаров генерал-лейтенант хутшӑннӑ.

ТР Раисӗ Рустам Минниханов Александр Потанин çемйипе

Раççей Федерацийӗн Президенчӗн указӗпе çар тивӗçне пурнӑçланӑ чухне тунă паттӑрлӑхшӑн Александр Потанина Раççей Федерацийӗн Геройӗн ятне панӑ (вилнӗ хыççӑн). Рустам Минниханов Геройăн «Ылтӑн Çӑлтӑр» медалне унăн ашшӗпе  амӑшне, тӑлӑх арӑмне, ывӑлӗсемпе йӑмӑкне панӑ.

Республика ертӳçи Потанинсен çемйине вӗсемпе пӗрле хурланни çинчен пӗлтерсе Александр Владимирович çӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗ, çитӗнекен ӑрушӑн чӑн-чӑн тӗслӗх пулнине калнă.

Александр Потанин СВОна хутшăннисенчен Тутарстанран 20-мӗш Раççей Геройӗ

Вӑл мартăн 19-мӗшӗнче 1973 çулта çуралнӑ. Хусанти патшалӑх медицина университетне «Сиплев ӗçӗ» специальноçа вӗренсе тухнă.  Онколог, хирург пулса ӗçленӗ, медицина наукисен кандидачӗн ученăй  степеньне тивӗçнӗ.

ТР Раисӗ Рустам Минниханов Александр Потанин çемйипе

Ятарлӑ çар операцийӗнче Александр Потанин аманнӑ çар çыннисене васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ парассине пурнӑçланӑ, аманнисене çапӑçу вырăнӗсенчен эвакуациленӗ. 2023 – 2026 çулсенче (февраль уйăхӗччен) 3 пине яхӑн пациента йышӑннӑ, 1,2 пин ытла операци тунӑ.

2025 çулхи октябрь уйӑхӗнче аманнисене хирти госпитале турттарнӑ чухне Александр Потанин медицина ушкӑнне тапӑннӑ пилотсӑр 2 вӗçев аппаратне хӑй тӗп тунӑ.

Шел те, кăçалхи мартăн 6-мӗшӗнче чире пула вăхăтсăр çӗре кӗнӗ.

Александр Потанина Пирогов орденӗпе, Çветтуй Георгий орденӗн  паллипе –  IV степеньлӗ Георги хӗресӗпе тата ытти  медальсемпе наградӑланнӑ.

Сăнӳкерчӗксем https://rais.tatarstan.ru сайтран. 


Раис РТ

Нет комментариев